Комментари хушас

26 Пуш, 2020

Çурхи призыв пуçланать

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 2020 çулхи çурхи призыв пуçланать. Ака-утă уйăхĕсенче Чăваш Республикинчен 1318 çынна çара ăсатмалла. Кун пирки паян Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин пресс-конференцире пĕлтерчĕ.

Çар комиссарĕ Чăваш Енри çар комиссариачĕсен çак тĕллевсене туллин пурнăçлама майсем çителĕклине палăртрĕ. Пĕрремĕшĕнчен, чăваш каччисем çирĕп сывлăхпа палăрса тăраççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, службăран пăрăнса юлас текенсен шучĕ те çулран-çул сахалланса пырать. Çара кайма юрăхсăррисен йышĕпе те Чăваш Ен кăтартăвĕсем аван. Çавăн пекех аслă пĕлÿллĕ специалистсене çара ăсатасси ÿсет. Пĕлтĕр, сăмахран, çак кăтарту 20,5 процентпа танлашнă. Ахальтен мар ĕнтĕ пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе республика Тĕп çар округĕнчи 29 суб±ект хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, куçса çÿрекен вымпела тивĕçнĕ. Пысăк çак чыса, сăмах май, Чăваш Енри Çар комиссариачĕ харăсах иккĕмĕш çул çĕнсе илнĕ.

Çапах та кăçалхи çурхи призыв юхăмне çĕршыври коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула, Александр Мокрушин каланă тăрăх, улшăнусем кĕртме тивет. РФ оборона министрĕн хушăвĕпе çамрăксене çара çу уйăхĕнче тин ăсатма пуçлĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: