Миграци призыва такăнтарать

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян ирттернĕ тунтикунхи планеркăра кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту пĕлтĕрхи призыв тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ.

Влаç улшăннă темерĕн — «кулленхи» йышши çак ыйтăва тишкерессинче те журналистсем çĕнĕ сĕм асăрхарĕç. Калăпăр, призыв планне пурнăçлас тĕлĕшпе миграци — çамрăксем республикăран йышлăн тухса кайни — чăрмавсем кăларса тăратни пирки хальччен шарламан, ку хутĕнче вара çакăн çинчен юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталья Тимофеева уççăнах каларĕ.

Тĕп çар округне кĕрекен 29 субъектран 8-шĕ çамрăксене çара ăсатмалли задание пурнăçлайман. Çавна май призыв пынă тапăрта Чăваш Ене панă задание тата пысăклатнă — республика плана пурпĕр пурнăçланă. 1056 йĕкĕте службăна ăсатнă. Анчах ку çивĕчлĕх çуккине пĕлтермест.

Наталья Юрьевна палăртнă тăрăх, нумайăшĕ çара контрактпа каять те — вăхăтлăх службăна ăсатмалли йыш чакать. Анчах чи пысăк çивĕчлĕх — яшсене тупса повестка парайманни. Унашкаллисем — 1044 каччă. Вĕсем регистрациленнĕ вырăнта пурăнмаççĕ, пурăнакан вырăнтан тухса кайнă — тупма çук. Çавăнпах-тăр, Наталья Юрьевна палăртнă тăрăх, республикăри пилĕк районпа хула — Шупашкар тата Канаш хулисем, Красноармейски, Куславкка, Вăрнар, Тăвай районĕсем — кăçал призыв планне пуçласа пурнăçлайман. Юрать, ыттисем çине тăрса ĕçленĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулипе Шупашкар районĕ — пушшех, вĕсем планран та иртнине кура Чăваш Енĕн призывăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕшĕн намăсланма тивмен.

Республикăн сбор пункчĕпе çыхăннă ыйтăва та татса пама тивĕ. Канашри пункт çурчĕ юхăннă — авари пулма пултараканнисен шутне кĕртнĕ. Çавна май иртнĕ призыва та Шупашкарта йĕркелеме тивнĕччĕ. Оборона министерстви халь кивĕ çурта реконструкцилеме май çуккине татса панă — çĕннине тумалла пулать, çавна май çуркуннехи призыв та тĕп хулари кадет шкулĕ пулнă кивĕ çуртрах иртĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас