Вĕренмешкĕн тĕллевлĕ йышăнсан усăллăрах...
Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май çакна уйрăммăн палăртмалла: пĕлтĕрхи приоритетлă тĕллевсем, тĕпрен илсен, сыввисем тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсем ирттерессипе, диспансеризацире халăх сывлăхне скрининглассипе, амăшлăхпа ачалăха сыхлассипе, электрон сывлăх сыхлавне аталантарассипе çыхăннă.
«Халăх сывлăхне илес тĕк иртнĕ çул тĕллевлĕ кăтартусене ăнăçлă пурнăçларăмăр, - палăртрĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова докладра. - Чăн та, пĕринсĕр - çул-йĕр инкекĕн вилĕмĕсĕр - пуçне».
Пурнăçран уйрăлнисен хисепĕ пĕлтĕр 2012 çулхинчен 1,2 процент чакнă, юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсене, туберкулеза пула вилессин, пĕчĕккисен вилĕмĕн «çул-йĕр карттинче» палăртнă кăтартăвĕсем тĕлĕшпе тĕллевлĕ пĕлтерĕшсене çĕнсе илнĕ.
Çынсем çут тĕнчерен уйрăлнин сăлтавĕсен хушшинче юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсем малта тăраççĕ, ун хыççăн, çул-йĕр аварийĕпе çыхăннă вилĕм пысăкланнипе, - тулашри инкек-синкек, виççĕмĕш вырăнта - усал шыçă.
Онкологи чир-чĕрĕпе вилессин пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ 2,1 процент чакнă /100 пин çын пуçне - 146,4, Раççейре - 201,5, федерацин Атăлçи округĕнче - 191,3/, çав шутра усал шыçăллă çĕнĕ йĕркеленÿсемпе - 1,6 процент /100 пин пуçне - 143,5, Раççейре - 199,3, ФАОра - 189,5, 100 пин çын пуçне/. Апла пулин те усал шыçăпа чирлекенсен йышĕ республикăра ÿссе пырать. Çакă чи малтанах ăна тупса палăртмалли диагностика бази çĕнелнипе тата аслă ăру çыннисем йышланнипе çыхăннă.
«Усал шыçă шала кайнă çынсем нумайланни тимлĕрех пулма хистет. Сăлтавне тĕпчени медицина пулăшăвĕн пуçламăш тытăмĕ çителĕксĕр ĕçленине тата пациентсем диагностикăна вăхăтра çÿременнипе çак амака пĕрремĕш тата иккĕмĕш тапхăрта палăртма май килменнине кăтартса парать», - терĕ министр халăх сывлăхне малтан пахалăхлă тĕрĕслени пĕлтерĕшлине палăртса. Сăмах май, 2013 çулта диспансеризаци вăхăтĕнче 230 ытла пин çынна тĕрĕсленĕ. Вĕсен 30 проценчĕн сывлăхне пысăк хак панă, ыттисенне пĕрремĕш хут 10 пине яхăн чир-чĕр тупса палăртнă.
Алла Самойлова юн çаврăнăш тытăмĕн чирĕсене - вилекенсен йышĕ чакса пынине пăхмасăр - халăх хушшинче профилактикăлас енĕпе тимлĕрех пулмаллине асăнчĕ.
Вăл çавăн пекех тин çуралнă ачасен вилĕмĕпе, ФАПсен модульлĕ çурчĕсене çĕклессипе, уйрăм çын - патшалăх партнерлăхĕпе, кадрсене çирĕплетессипе, укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курассипе, пациентсене медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тивĕçтернипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Чĕрĕ çуралнă ачасем /1000 пепке пуçне/ вилесси 2012 çулхинчен 9,4 процент чакса 4,8-па танлашнă /Раççейре - 8,2, ФАОра - 7,5/ Чăваш Республики ку кăтартупа Раççей Федерацийĕн регионĕсен хушшинче рейтинглă пĕрремĕш вырăн йышăнать.
Иртнĕ çул республикăра 20 ФАП хута кайнă, 2014 тата 2015 çулсенче 40-шер уçăлмалла.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче çĕнĕлĕхсем вăй илнĕ çулсенче республикăра граждансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли патшалăх гарантийĕн программин дефицичĕ 2 хут пĕчĕкленнĕ, медицина пулăшăвне хывакан финанса стационар пулăшăвĕнчен амбулаторири тата кăнтăрлахи уйрăмри çине куçарса /кун пек чухне сипленнĕ пациентсен йышне сыхласа хăварнă/ тăкаксене оптимизациленĕ.
Программăпа килĕшÿллĕн уйрăм çын - патшалăх партнерлăхĕ вăй илнĕ. Ун тăрăх йĕркеленĕ малтанхи мероприятисен йышĕнче - Шупашкар хулинчи гемодиализ центрĕ.
2014 çултан республикăра васкавлă медицина пулăшăвĕн службинче аутсорсинг технологине тĕрĕслĕç: автомобильсене /пăхса тăрасси, юсасси те çакăнтах кĕрет/ уйрăм организацие арендăна парĕç. Проектпа килĕшÿллĕн ку мелпе Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта талăкĕпех ĕçлекен 35 бригадăна çĕнĕ машинăсемпе тивĕçтермелле.
Анлă ларура Республикăри ача-пăчан клиника больницин тата васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн тĕп врачĕсем Анатолий Павлов тата Алексей Федоров хăйсем ертсе пыракан тытăмсен паянхи ĕç-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çумĕнче йĕркеленĕ Общество тата Пациентсен канашĕн ертÿçисем Геннадий Матвеевпа Ольга Зайцева сăваплă ĕçшĕн тухтăрсене тав тунипе пĕрлех хăйсен сĕнĕвĕсене те уçăмлатрĕç.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин коллеги ларăвне пухăннисене кадр ыйтăвне тивĕçлипе хакламаллине аса илтерчĕ.
«Умри тĕллевсенчен пĕри - ялти сиплев учрежденийĕсене специалистсемпе çирĕплетесси. «Земство тухтăрĕ» программа тăрăх пĕршер миллион тенкĕ илнисенчен никам та çав укçапа ялта çурт-йĕр çавăрман. Апла тăк çамрăк специалистсем унта тымар яман. Кăтартăвĕ вăхăтлăх кăна пулчĕ эппин, усси малашлăхра савăнтарасса кĕтме кансĕр», - терĕ вăл. Иван Борисович шухăшĕпе - ку ыйтăва татса памалли майсенчен пĕри - «вĕренмешкĕн тĕллевлĕ йышăнни». Премьер-министр палăртнă тăрăх - пациентсен диспансеризаци тĕрĕслевĕнче тупса палăртнă амакĕсенчен пахалăхлă сиплемелле, медицинăра уйрăм çын - патшалăх секторне аталантармалла, «Пурте усă курма пултаракан хутлăх» программăна пурнăçа кĕртмелле. Кăçалхи приоритетсенчен пĕри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительствине малалла тăсасси пулнине асăнчĕ, республика Правительстви ку проекта малалла финанслас ыйтупа ĕçлессе шантарчĕ. Сăмахне вĕçленĕ май Иван Моторин сывлăх сыхлавçисене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, 2014 çулта кал-кал ĕçлемешкĕн ырă сунчĕ.
Валентина СМИРНОВА