Archive - Feb 2014

Кĕçнерни кун ирех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ял тăрăхне çитрĕ. С.Р.Илларионов фермер хуçалăхĕпе паллашрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх витисене кĕрсе курчĕ. Сăвакан 250 ĕне. Шупашкара куллен 1,5 тонна сĕт ăсатаççĕ. Ăна 8 урамра вырнаçтарнă автоматран сутаççĕ, кашни литрĕ - 30 тенкĕ. М.Игнатьев хуçалăх ĕçне лайăх хак пачĕ. Районăн тĕп больницин поликлиникинче пулчĕ. Ăна пĕлтĕр тĕпрен юсанă, çĕнĕ медоборудовани чылай туяннă.

Çак ыйтупа кăрлачăн 17-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пресс-конференци иртрĕ. Ăна Роза Кондратьева управляющи ертсе пычĕ. Мероприятие унăн çумĕсем Татьяна Дроздова, Ирина Коннова, Валерий Николаев тата Чăваш Республикин Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Михаил Поляков хутшăнчĕç.

Раççейре 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче граждансен пенси правине йĕркелемелли тата обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче пенси палăртмалли çĕнĕ йĕрке ĕçе кĕрет.

Иртнĕ ĕмĕрте пире, вăрçă ачисене, чылай йывăрлăхран лаша çăлса хăварнă, вăлах ĕçе хăнăхтарнă. Çамрăк ăру юхăннă хуçалăха ура çине тăратмашкăн 17-18 çултах вăй питти çынсемпе тан хутшăннă.

Кĕçнерни кун РФ спорт министрĕ Виталий Мутко регионсемпе видеоконференци ирттерчĕ. Сăлтавĕ - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва епле хатĕрленни.

ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ, Чăваш халăх писателĕ, прозаик, публицист Лаврентий Таллеров çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Шел, çак куна пурăнса çитеймерĕ вăл.

Pages