Комментари хушас

1 Нарăс, 2014

«Кашнине хисеплемелле, пурнăçа лайăхлатмалла»

Кĕçнерни кун ирех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕнчи Турикас Тушкил ял тăрăхне çитрĕ. С.Р.Илларионов фермер хуçалăхĕпе паллашрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх витисене кĕрсе курчĕ. Сăвакан 250 ĕне. Шупашкара куллен 1,5 тонна сĕт ăсатаççĕ. Ăна 8 урамра вырнаçтарнă автоматран сутаççĕ, кашни литрĕ - 30 тенкĕ. М.Игнатьев хуçалăх ĕçне лайăх хак пачĕ. Районăн тĕп больницин поликлиникинче пулчĕ. Ăна пĕлтĕр тĕпрен юсанă, çĕнĕ медоборудовани чылай туяннă.

Республика Пуçлăхĕ районăн культурăпа кану центрĕнче вырăнти влаç тытăмĕн, ĕç коллективĕсен представителĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке социаллă пурнăçпа экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвĕ пирки отчет турĕ, районăн кăçалхи тĕллевне палăртрĕ. Лайăххине сахал мар каларĕ. Начаррине те пытармарĕ. Тăвай енре ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕр пулăх мар. Çитменнине, иртнĕ çул çанталăк шăрăх тăчĕ. Апла пулин те В.Г.Грачев фермер хуçалăхĕ кашни гектартан 16,2 ц тыр-пул пухса кĕртме пултарнă. «Красная Чувашия», «Шимкусский» ЯХПКсен тухăçĕ 8,9 тата 6,3 ц çеç. Пĕрремĕшĕ кĕрхи культура пĕр га та акса хăварайман. Пĕчĕк тата вăтам бизнес начар аталанать. Ял, вăрман, сунар хуçалăхĕнче вăй хуракансен кашни уйăхри ĕç укçи кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 9531 тенкĕ - республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 1099,3 тенкĕ сахалрах - пулнă. Культура çурчĕсенчен чылайăшне юсамалла.

Çынсем доклада сÿтсе явма хастар хутшăнчĕç. Çар комиссариатĕнче вăй хунă Николай Степанов: «Иртнĕ ĕмĕрте районта 24 пин çын пурăннă, - терĕ. - Унтанпа 16,2 пин çеç юлнă. Кашнине хисеплемелле, пурнăçа лайăхлатмалла. Пирĕн вара тепĕр майлă пулса пырать. Сăмахран, медицинăн васкавлă пулăшу автомашини талăксерен сывлăх хуралĕнче пĕрре кăна тăрать. Вăл пĕр ял тăрăхне кайсан тепринчи инкеке лекнĕ çынна райцентра хăвăртрах илсе çитерме машина ямаççĕ».

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тĕп больницăн васкавлă пулăшу автомашини темиçе те шутланнине, телефонпа чĕнтернĕ вырăна вăл вăтамран 20 минутран çитнине пĕлтерчĕ.

Экономика министрĕ Владимир Аврелькин Ленин ячĕллĕ, «Дружба», «Красная Чувашия» хуçалăхсенче вăй хуракансене шалу пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен сахалрах тÿленине сивлерĕ. Виçĕ лавккара /Журавлев предпринимателĕн, «Пилеш», «Уют» хуçисен/ саккуна пăсса эрех сутнине, кун пек тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе пĕрлехи рейд ирттерессине пĕлтерчĕ. С.Волгин бизнесмен этем сывлăхне сиен кÿрекен эрех-сăра лавккисене хупма чĕнсе каларĕ. Залра ларакансем сĕнĕве алă çупса йышăнчĕç.

Турикас Тушкил ялĕнчи Людмила Камасева республика Пуçлăхне ыйту чăвашла пачĕ. «Ĕлĕк больница пирĕн ялта та пулнă - хупрĕç, - терĕ вăл. - Юн тĕрĕслеттерме унтах панă. Халĕ тĕпчеттерме райцентра каятпăр. Ăна илме Тăвайран çын яма çук-ши? Тепĕр ыйту. Кăçал Раççейре - Культура çулĕ. Анчах çакна сисместпĕр. Залра та Культура çулталăкĕ иртнĕ пирки вырăсла кăна çырнă. Чăваш чĕлхи пĕтсе пырать, культура юхăнать. Вĕсем ан пĕтчĕр тесе республика мĕн тăвать?»

М.Игнатьев вырăнти влаçран сцена çинчи курăнакан вырăна мĕншĕн вырăсла кăна çырнине тишкерме ыйтрĕ. «Чăваш чĕлхи пĕтмест, - терĕ ыйтăва хуравласа. - Ăна, культурăна, йăла-йĕркене аталантарассишĕн тĕрлĕ ĕç тăватпăр, хыснаран укçа чылай уйăратпăр. Уйрăммăн илсен Чăваш автономине туса хунăранпа - 100, Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул çитнине хатĕрленсе социаллă ыйтусене татса пама, чăвашла кĕнекесем кăларма федераципе республика бюджетĕнчен нумай млн тенкĕ уйăрма пăхнă».

Республика Пуçлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органне Тури Тушкилти телефон станцине ĕçлеттерсе яма, анализ валли юн илессине ялта йĕркелес ыйтăва тишкерме хушрĕ.

«Пĕтĕмĕшле илсен район кăтартăвĕсем çырлахтараççĕ, - пĕтĕмлетрĕ республика Пуçлăхĕ канашлăва. - Чăн та, вĕсенчен хăшĕ-пĕри начарланнă. Кăçал лайăхлатассишĕн çине тăрса ĕçлеме вăй-хал сунатăп».

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.