Олимп вăййисене халалланă уяв

Кĕçнерни кун РФ спорт министрĕ Виталий Мутко регионсемпе видеоконференци ирттерчĕ. Сăлтавĕ - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва епле хатĕрленни.

«32-мĕш хут иртекен спорт мероприятийĕ кăçал та çĕр-шыври 71 регионта иртĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çуллен ÿсет. Раççейре йĕлтĕрпе пин-пин çын туслă, секцисенче 200 пин çамрăк ăсталăха туптать. Спортăн хĕллехи тĕсĕсемпе яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç кăна мар, ашшĕ-амăшĕпе ачисем те, ветерансем те кăсăкланаççĕ. Спорт инфратытăмне аталантарасси - министерствăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче чылай регионта йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсен центрĕсем хута кайрĕç. Çывăх вăхăтра вĕсем ытти облаçпа республикăра та пулĕç. Кăçалхи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту - Олимп вăййисене халалланă спорт уявĕ. Вăл «Раççей, малалла, Сочири çĕнтерÿсем патне» чĕнÿпе иртет», - терĕ министр.

Видеоçыхăнăва Мускав хулин, Тутарстан Республикин, Мускав, Челябинск, Чул хула, Мурманск, Свердловск облаçĕсен тата Чăваш Енĕн спорт ведомствисен ертÿçисем тухрĕç. Вĕсем регионта йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕç. Ытларахăшĕ çанталăк сивĕтнипе ăмăртăва урăх вăхăта куçарнине пĕлтерчĕç. Çак сăлтавпах пулĕ унта хутшăнакансен йышĕ сахал пулассине палăртрĕç.

«Пĕтĕм Раççейри чупăва эпир хатĕр. Ăмăртусем 100 яхăн лапамра иртĕç, пур районпа хулара, çавăн пекех 70 ял тăрăхĕнче уйрăм стартсем пулĕç, - терĕ ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников. Кăçалхи «Йĕлтĕр йĕрĕ» пирĕн республикăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, пĕрремĕшĕнчен - ăмăрту 10-мĕш хут иртĕ* иккĕмĕшĕнчен - ăна Олимп вăййисене халалланă. Хальхи вăхăтра кашни район-хулара Олимп çулăмĕн уявĕсене йĕркелеççĕ. 42 çул хушшинче пĕрремĕш хут Чăваш Ен спортсменĕ Олимпиадăна хутшăнать, вăл - фристайл ăсти Елена Муратова. Юлашки хут пирĕн республика йĕлтĕрçи Владимир Воронков 1972 çулта Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Кăçал вăл Шупашкарта иртекен «Йĕлтĕр йĕрĕн» тĕп суд­йи пулĕ. Çавăн пекех Олимп талисманĕн - мулкачăн - авторĕ Сильвия Петрова та старта тухĕ», - пĕлтерчĕ Сергей Владимирович.

Аса илтеретпĕр, «Раççей йĕл­тĕр йĕрĕ» ăмăрту ыран, нарăсăн 2-мĕшĕнче, республикăри пур район-хулара 12 сехетре пуçланать. Тĕп старт «Шупашкар, 500 çул» парк­ра иртĕ.


Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.