Комментари хушас

ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ, Чăваш халăх писателĕ, прозаик, публицист Лаврентий Таллеров çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Шел, çак куна пурăнса çитеймерĕ вăл. Калем ĕçĕнчи тусĕсем, ĕçтешĕсем, çывăх çыннисем, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем çыравçăн юбилейне асăнса паллă тума Литература музейĕнче пухăнчĕç.

...Л.Таллеров ача чухне артист пулма ĕмĕтленнĕ иккен. Анчах... «Артист пулас тенĕ те Чăваш халăх писателĕ пулса тăнă, - аса илчĕ мăшăрĕ Роза Александровна. - Чăваш патшалăх драма театрĕ студи уçма хатĕрленнине пĕлсен çиччĕмĕш класс ачи пĕчченех Шупашкара килнĕ. Каçхине урамра çÿрекенскере ырă кăмăллă пĕр çын асăрханă, хăйĕн хваттерĕнче çĕр каçарнă. Ирхине театра çавăтса кайнă. Экзамен йышăнаканни сĕтеле пÿрнисемпе тăкăртаттарса темĕнле кĕвĕ кăларнă. Анчах Лаврентий Васильевич, пăлханса ÿкнĕскер, тĕрĕс хурав парайман. Ăна тепĕр çул килме сĕнсе ăсатнă».

«Еплерех ташлатчĕ тата. Яштака, хитре. Пĕрремĕш хут ăна Володарский урамĕнчи редакцире тĕл пултăм. Айккинерех пăрăнса чылайччен сăнаса тăтăм, - çамрăклăхне куç умне кăларчĕ Ева Лисина çыравçă, куçаруçă. Вăл Таллеровăн йăмăкĕпе туслă пулнă, ытти тăванне аван пĕлнĕ, çемйипе çыхăну тытнă. - Артист мар, паллă çыравçă пулса тăчĕ. Тĕлĕнмелле пысăк кăмăллă çынччĕ. Чăн чăвашла калаçатчĕ, çыратчĕ».

Шăпа пÿрнинчен иртеймĕн тени тĕрĕсех. Лаврентий Таллеровăн пурнăç çулĕ литература каçалăкĕ урлă выртнă. Малтан Комсомольски районĕн хаçатĕнче ĕçленĕ. Унтан «Коммунизм ялавне» /халĕ - "Хыпар"/ вырнаçнă. «Тăван Атăл» журнал редакторĕнче нумай çул ĕçленĕ. Унăн калемĕ тивĕçлĕ канăва тухсан та мăкалман. Кунашкалли сайра пулать, куçне яланлăха хупичченех çырнă вăл. Палăртнине пурнăçа кĕртсе хăварма ĕлкĕрес тенĕн çанă тавăрса ĕçленĕ. Ĕлкĕрнĕ, анчах юлашки ĕçĕсем пичетленнине курайман. «Пурнăç - пурăнма» повеçĕ писатель çĕре кĕрсен кун çути курнă.

Л.Таллеров мĕн пур ĕçе чĕре хушнипе, туртăм пуррипе тунă. Çавăнпах ĕçĕ-хĕлĕ ăнса пынă. Халăх нушине аван пĕлнĕ вăл. Ял çынни, унăн кулленхи çăмăл мар пурнăçĕ пирки нумай çырнă.

«Чăваш литературинче, культуринче Лаврентий Таллеров пек çын сахал, - терĕ ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов. - Вăл ăслă, мăнаçлă, чăн-чăн этем. Сасă хăпартса калаçнине, çын пирки усал каланине унран нихăçан та илтмен. Çыракан кашни çын унпа танлашма, ун пек пулма тăрăшать. Акă паянхи пек ас тăватăп. Атте «Çăлтăр витĕр çул курăнать» романа вулама пуçланăччĕ. Унта вăл Канаш районĕнчи пирĕн ялпа çыхăннă самантсене асăрханă. Çакăн хыççăн чăваш халăх историне тĕпчес туртăм çуралчĕ».

Л.Таллеровăн хайлавĕсем халăха çывăх тăраççĕ, вăл е ку саманан çивĕч ыйтăвĕсене çĕклеççĕ. Вăл - сăмах, сăнар, сюжет ăсти. «Литературăн аслă çулне уçаканĕ - Константин Иванов. Унпа юнашар Çеçпĕл Мишши, Юман, Хусанкай, Хумма Çеменĕ утаççĕ. Таллеров та çав йышра, - палăртрĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор. - Аслă çул çинче хăйĕн сулмаклă еткерлĕхне палăк пек лартса хăварчĕ. Маншăн тĕп тÿре - Хветĕр Уяр. Вăл Лаврентий Таллеров пирки сăмах пуçарсан, «Чĕлхи...», - тетчĕ те урăх нимĕн те чĕнместчĕ. Ахалех паллăччĕ, унăн сăмахĕсем пĕртен пĕр вырăнне тупса хĕлхем кăларма пултарнă».

Чăваш халăх писателĕшĕн Денис Гордеевшăн Лаврентий Таллеров ашшĕ, пиччĕшĕ, вĕрентекенĕ вырăнĕнче пулнă. «Мана, хаçат ĕçĕнче нимĕн те чухламанскере, редакцие ĕçлеме чĕнсе илчĕ, - аса илчĕ Д.Гордеев. - Нихăçан та шаккаса тăрса вĕрентмен вăл. Хăй тĕслĕх пулнă. Пĕр шухăшлă, пĕр тĕллеве тĕпе хурса ĕçлекен çынсем кирлине туйнă, çавсене ÿстерме тăрăшнă. Пирĕнпе пĕрле ĕçленисенчен чылайăшĕ каярахпа писательсем, редакторсем пулса тăчĕç. Таллеров шкулĕ епле хăватлă!»

Виталий Станьял, Демьян Семенов Таллеровпа пĕрле «Коммунизм ялавĕнче» ĕçленĕ çулсене аса илчĕç. «Ĕçе тĕплĕ, пĕлсе тăватчĕ. Акă Н.Яковлева, Н.Григорьева, В.Яковлев артистсем пирки виçĕ материал çырчĕ. Шухăшлатăн та - пĕр пекки пирки çырнă чухне пĕрешкел сăмах, пĕрешкел шухăш пулассăн туйăнать. Таллеровăн апла мар, виççĕшĕ те расна пулса тухрĕç. Унпа танлашма пултаракан сахал», - терĕ «Коммунизм ялавĕ» хаçат редакторĕнче нумай çул ĕçленĕ Д.Семенов.

«Пĕчĕк чухнех вулама юратнă эпĕ. Халĕ те чăвашла вулама кăмăллатăп, - терĕ Каçалсен ентешлĕхĕн ертÿçи Александр Капитонов. - Кашнинчех шухăшлатăп, писательсен çакăн пек талант ăçтан тупăннă-ха.» А.Капитонов юбилей-асăну каçне парнепе килнĕ, Роза Александровнăн хул пуççи çине çÿçеллĕ тутăр уртса ячĕ.

Лаврентий Таллеров пултарулăхĕ çамрăксемшĕн те кăсăклă. Вĕсем çыравçă кĕнекисене вулаççĕ, хайлавĕсем тăрăх тĕпчев ĕçĕсем хатĕрлеççĕ. Акă И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студентки К.Григорьева Лаврентий Таллеровпа Василий Беловăн ял прозине танлаштарса çырнă ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Лаврентий Таллеров Чăваш Республикин пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă, чăваш культуринче, литературинче, журналистикинче писателĕн тÿпи, пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл чăннипех те мухтава, халăх хисепне тивĕç çын. Унăн ячĕ, сăнарĕ ĕмĕр çутă пулĕ. Шупашкарти пĕр урама Лаврентий Таллеров ятне пама йышăннă. Ку ыйтăва хальхи вăхăтра ятарлă комисси тишкерет. Çавăн пекех çыравçă çуралса ÿснĕ, ĕçленĕ Каçал тăрăхĕнче те Асăну хăмисем е палли пулмаллах.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.