Пенси правине палăртмалли çĕнĕ йĕрке

1 Нарăс, 2014

Çак ыйтупа кăрлачăн 17-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли пресс-конференци иртрĕ. Ăна Роза Кондратьева управляющи ертсе пычĕ. Мероприятие унăн çумĕсем Татьяна Дроздова, Ирина Коннова, Валерий Николаев тата Чăваш Республикин Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Михаил Поляков хутшăнчĕç.

Раççейре 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче граждансен пенси правине йĕркелемелли тата обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче пенси палăртмалли çĕнĕ йĕрке ĕçе кĕрет.

«2013 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче пенси тытăмĕн малалли аталанăвĕпе, ĕç сыхлавне çĕнетсе улăштарассипе, ĕç условийĕсене лайăхлатассипе, урăхла каласан ĕçлекен граждансен сывлăхне упрассипе çыхăннă чылай саккун йышăннă. Вĕсене тĕплĕн тишкерсе тухрăмăр, ăнланмалла туса хатĕрлерĕмĕр. Çакăнпах ĕç вĕçленмест-ха, кăçалхи пĕрремĕш кварталта çĕнĕ документсем татах пулĕç. Паянхи пресс-конференцин тĕллевĕ - çавсенчен хăшĕ-пĕри 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕнине пăхмасăр, пĕрремĕш хут вĕсем çинче чарăнса тăрса граждансене пырса тивекен çĕнĕлĕхсемпе тата улшăнусемпе паллаштаратпăр, - палăртрĕ Роза Кондратьева ĕçлĕ тĕл пулăва уçнă май. - Паянхи ĕç пенсийĕ виçĕ пайран тăрать. 2015 çулта вара страховани тата пухăнса пыракан пенсисем пулаççĕ».

Уйрăм управляющийĕ страховани тата пухăнса пыракан пенсисене 2015 çултан йĕркелессипе, нумай ачаллă амăшĕсен пенси ирĕкне 2014 çулта çĕнĕрен пăхса тухассипе, пенсие маларах палăртас тĕллевпе çитес çул ĕç условийĕсен социаллă хаклавĕн пĕтĕмлетĕвĕсене ĕçе кĕртессипе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

Страховани пенсийĕ

Страховани пенсине тивĕçмелли условисем: хĕрарăмсен - 55, арçынсен 60 çул тултармалла* страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла* ĕçленĕ пĕтĕм тапхăрти пенсин уйрăм коэффициенчĕ сахалтан та 30-па танлашмалла. Роза Алексеевна çирĕплетнĕ тăрăх - çакăн чухлĕ бала чи пĕчĕк шалу илекен çын 15 çулта пухма пултарать. Асăннă кăтарту - çине тăрса çĕнсе илни мар, çавна май ăна пысăклатасси тĕп тĕллев шутланмалла.

Çапла вара тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме улăштарман, стаж тăсăмĕпе официаллă шалу пĕлтерĕшлĕ пулать.

Страховани пенсийĕ палăртмалли условисем 2025 çулта пурнăçа кĕреççĕ. 2015 çулта куçăм тапхăрĕ вăйра тăрĕ: кирлĕ стаж ун чухне 6 çула çитмелле /унтан кашни çулталăкра пĕршер çул хушăнмалла/, пенсин чи пĕчĕк коэффициенчĕ 6,6 пулмалла / асăннă кăтарту та çуллен пысăкланмалла/.

Енчен те тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕ тĕлне ку кăтартусем кирлинчен сахалрах пухăнсан страховани пенсине памалли вăхăта каярах хăвараççĕ е социаллă пенсипе тивĕçтерме тытăнаççĕ /хĕрарăмсене - 60, арçынсене 65 çулта/. Çавăнпа пĕрлех ун çумне регионти пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе чухлĕ тÿлев хушаççĕ.

Граждансен страховани пенсийĕн прави коэффициентсенче палăрать. Вĕсен виçине ĕçленĕ кашни çулшăн палăртаççĕ. Шалу мĕн чухлĕ пысăкрах - пĕлтерĕшĕ те сумлăрах. Çулталăкри коэффициента официаллă ĕç укçинчен кăна шута илеççĕ. Пенси фончĕ вĕсене кашни çыннăнне уйрăм шутлать. Мĕн чухлĕ пухăнса пынипе «Страхланă çыннăн уйрăм пÿлĕмĕ» электрон сервисра паллашма пулать.

Страховани стажне ĕçленĕ вăхăтра Пенси фондне взнос тÿленĕ тапхăр кĕрет. Ĕçлевĕн «сăрă» рынокне легализацилес тĕллевпе Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекенпе хуçа хушшинчи хутшăнусене йĕркелесе тăракан граждан-право килĕшĕвĕсене 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çирĕплетме чараççĕ. Ĕç килĕшĕвĕ туманшăн административлă майпа явап тыттараççĕ: должноç çыннисене - 10-20 пин, уйрăм предпринимательсене - 5-10 пин, юридици сăпатĕнче тăракансене 50-100 пин тенкĕ таран штаф тÿлеттереççĕ.

Çÿлерех асăннă стажа страхламан çак тапхăрсене кĕртеççĕ: çар службинче призыв йĕркипе тăнине /пĕр çулталăкшăн - 1,8 коэффициент/, ĕçлемен граждансене ачана 1,5 çула çитиччен, сусăр ачана, пĕрремĕш ушкăн инвалидне, 80 çултан иртнĕ ватă çынна пăхнăшăн уйрăм коэффициент параççĕ. Ачапа ларнă тапхăрта çак хисеп вĕсем миçен пулнипе çыхăннă: пĕрремĕшне пăхнă кашни çулшăн - 1,8, иккĕмĕшĕшĕн - 3,6, виççĕмĕшĕпе тăваттăмĕшĕшĕн - 5,4. Йĕкĕреш е харăсах виççĕ çуратсан пĕтĕм коэффициента хушаççĕ. Йĕкĕрешсен амăшĕ, сăмахран, 5,4-та /1,8 тата 3,6/ тивĕçет.

Çапла майпа патшалăх амăшлăха хÿтĕлессине вăйлатса пырать. Виçĕ ача çуратнă хĕрарăмсен пенси правине халĕччен иккĕшне 1,5 çул пăхнине /пĕтĕмпе - 3 çул/ шута илсе кăна страховани çулталăкĕн хакĕн виçипе пахаланă, 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен - виçĕ ачашăн /пĕтĕмпе - 4,5/. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тăваттăмĕш ачапа ларнине те шута илеççĕ /пĕтĕмпе - 6/.

Страховани пенсийĕн виçине мĕн пур коэффициента вĕсен çулталăкри хакĕ çине хутласа палăртаççĕ. Пенсин пĕр коэффициентне 2015 çулшăн 64,1 тенкĕпе хакланă. Тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнине пăхмасăр пенси ыйтмасăр малалла ĕçлекен граждансене хавхалантармалли нормăна саккун тăрăх пĕрремĕш хут палăртнă. Кун пек чухне преми коэффициенчĕпе усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, пенсие 5 çул каярах тухсан çирĕплетнĕ /фиксациленĕ/ тÿлев - 36 процент, страховани пенсийĕ 45 процент ÿсеççĕ, 10 çул тăк асăннă кăтартусем 2,11 тата 2,32 хут нумайланаççĕ.

Страховани пенсийĕн çирĕплетнĕ пайĕ пулать /ăна пенсин халĕчченхи формулине те кĕртнĕ/, 2015 çулшăн унăн виçине уйăхра 3935 тенкĕ çирĕплетнĕ. Ĕç стажĕ пур пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене, 80 çулти граждансене, Çурçĕрте ĕçленисене, вĕсен шучĕпе пурăнакансемлĕ пенсионерсене асăннă пая хальхи пекех пысăклатнă виçепе тÿлеççĕ.

Тивĕçлĕ канăва каймасăр ĕçлекенсен ку тÿлев преми коэффициенчĕ чухлĕ пысăкланать. Унсăр пуçне çĕр ĕçĕнче 30 çултан кая мар тăрăшнă, халĕ те ялтах пурăнакан тата ĕçлемен граждансен çирĕплетнĕ тÿлевне 25 процент хăпартма тĕллев лартнă. РФ Правительстви çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ перечень туса хатĕрлеме палăртнă, унпа килĕшÿллĕн çĕр ĕçченĕсен пенсине 2016 çулта ÿстермелле.

2015 çулта ĕçлеме тытăннисен страховани пенсийĕ çĕнĕ саккунпа туллин йĕркеленет. 2015 çулччен страховани стажĕ пухнисен - пулас пенсионерсен - ирĕкĕ сыхланса юлать, 2014 çулта çав тапхăра пенсин уйрăм коэффициентне куçараççĕ.

Хальхи пенсионерсен пенси виçи улшăнмасть, ăна та коэффициентпа палăртаççĕ. Ĕçлекен пенсионерсен пенсие çуллен шутлаттармалли ирĕкĕ сыхланса юлать, вĕсен уйрăм коэффициенчĕн чи пысăк пĕлтерĕшĕ 3-пе танлашмалла.

Инвалида тухнипе, тăрантарса пурăнакана çухатнипе паракан страховани пенсийĕсене ватлăхра тивĕçекенни евĕрех шутлаççĕ.

Пенсие маларах кăларассипе çыхăннă право нормисем сыхланса юлнă. 1-мĕшпе 2-мĕш списоксене тата ыттисене улăштарман. Сиенлĕ тата хăрушă условисемлĕ ĕç вырăнĕсем пур организацисен хушма тарифĕсене 2013 çултан çирĕплетнĕ: 1-мĕш список тăрăх /2-мĕш тата «пĕчĕк» списоксем/: 2013 çулта - 4 /2/ процент; 2014 çулта - 6 /4/;2015 çулта - 9 /6/.

Сиенлĕ тата хăрушă условисемлĕ ĕç вырăнĕсем пур организацисен кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ятарлă хаклав ирттермелле. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх çирĕплетнĕ ушкăна кура РФ Пенси фондне тÿлемелли взносăн дифференциллĕ тарифĕпе /2-8 процент/ усă кураççĕ е унран хăтараççĕ. Хушма тарифа пĕчĕклетме май пурри ĕçпе тивĕçтерекенсене ĕç условийĕсемпе сыхлавне лайăхлатмашкăн экономика тĕлĕшĕнчен хавхалантарать.

Ĕçлекен çынпа калаçса татăлса хуçа патшалăхăн шутланман пенсипе маларах тивĕçтермешкĕн ПШПФпа килĕшÿ тума пултарать. Кун пек чухне хушма взнос çав тытăма хывăнать. Пенсие маларах тухмалли ирĕк пур граждансем тивĕçлĕ кану вăхăтне каярах хăварма пултараççĕ - страховани пенсийĕ палăртмашкăн хавхалантаракан коэффициента тивĕçеççĕ.

Пухăнса пыракан пенси

2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пенсин уйрăм тĕсĕ пулса тăраканскере РФ Пенси фончĕ те, ПШПФ те палăртма пултараççĕ. Памалли тата тÿлемелли йĕрке улшăнмасть: пухăннă укçана ăна тÿлемешкĕн палăртнă тапхăра - 228 уйăха /19 çул/ - пайлаççĕ. 2016 çултанпа ку кăтартăва пухăнса пыракан пенсие тивĕçнисен ĕмĕрĕн тăршшĕпе çыхăннă статистикăн официаллă кăтартăвĕсене тĕпе хурса федераци саккунĕпе çуллен çирĕплетеççĕ. Хальхи пекех тÿлевĕн 3 тĕсĕ - пĕр хут тивĕçтермелли, тапхăрăн памалли, пухăнса пыракан пенси - сыхланса юлать.

1967 çулта тата ун хыççăн çуралнă граждансен асăннă пенсие йĕркелес ыйтăва уçăмлатмалла, мĕншĕн тесен унпа тивĕçтерессин шайĕ çакăнпа тÿрремĕнех çыхăннă. 2015 çул вĕçлениччен суйламалла: е взноса страховани пенсине ямалла, е пухăнса пыракан пенсие малтанхи пекех 6 процент куçармалла. Сăмах май, пĕрремĕшне патшалăх инфляци шайĕпе çуллен индексацилет, иккĕмĕшне - çук, вăл инвестици кăтартăвĕсенчен килет. Пухăнса пыраканнине йĕркелессине хирĕçлесе страховани пенсине суйласан çулленхи коэффициент 10-на çитме пултарать. Енчен те гражданин пухăнса пыраканни валли куçарать тăк ку кăтарту 6,25-рен иртмест. Пĕтĕм взноса страховани пенсине хывсан пенси валли халĕччен пухăннă укçана управляющи компани инвестицилет, пенсие кăларнă чухне ăна шута илеççĕ.

Пенси валли пухăннă нухрата сыхласа хăвармалли гарантиленĕ тытăма кăçалтан ĕçе кĕртеççĕ. Управляющи компанисен тата ПШПФсен çĕнĕ саккунсем ыйтнине тивĕçтернине тĕрĕслемелли процедура витĕр икĕ çул хушшинче тухмалла. Обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнчи ПШПФсен акционера куçмалла, лицензи илмелле, реестра кĕмелле, хăйсен устав капиталне 120 млн тенкĕрен кая мар пухмалла. РФ Пенси фончĕн, ПШПФсен резерв туса хумалла тата гаранти фондне йĕркелеме хутшăнмалла. Çакна Раççейĕн Тĕп банкĕ тĕрĕслесе тăрĕ. Пăтăрмах сиксе тухас тăк пухăннă нухрата номинал виçипе кăна саплаштараççĕ.

1967 çулта тата каярах çуралнă граждансемшĕн кăçал хывнă взноссем пенсин страховани пайне каяççĕ тата нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче - инфляци шайĕнчен кая мар, Пенси фончĕн тупăшне кура ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче индексациленеççĕ.

Енчен те асăннă ÿсĕмри ушкăна кĕрекен çын ПШПФа е управляющи компание суйласси пирки халĕччен заявлени паман пулсан взноссем страховани пенсине йĕркелеме каяççĕ. Вĕсене пухăнса пыраканнине ярас тесен 2014-2015 çулсенче кун пирки çырса пĕлтермелле. Управляющи компание, çав шутра «Тулаш экономбанка» е ПШПФсене суйланă пирки малтанхи çулсенче пĕрре те пулин заявлени панисен пухăнса пыракан пенси валли тарифăн 6 проценчĕ куçать. Граждансен асăннă категорийĕ çакна хирĕçлесе страховани пенсине пуянлатассине тĕпе хума та пултарать - кун пирки заявлени памалла.

2013 çулта управляющи компание суйланă чухне тарифа 2 процент палăртнă граждансен взносĕсене пухăнса пыракан пая яраççĕ. 2015 çул вĕçлениччен вĕсем те хăйсен шухăшне улăштармалли ирĕкпе усă кураяççĕ.

2014 çулта ĕçе кÿлĕнекен çамрăксене пĕрремĕш взнос хывнăранпа 5 çул иртиччен / 23 çул тултариччен/ хăш пенсие финанслама 6 процент куçарасси пирки шухăшлама ирĕк панă. Йышăну тăвиччен взноссем страховани пенсине куçаççĕ.

Кăçал пенси валли пухăнакан укçана инвестицилесси пирки заявлени памалли мел улшăннă. Трансферагент центрĕсем /РФ Пенси фончĕ алă пуснине çирĕплетесси çинчен килĕшÿ тунă организацисем - банксем, ПШПФсем/ тата нумай функциллĕ центрсем пĕр ПШПФран теприне куçасси пирки кăна йышăнма пултараççĕ. Мĕн пур заявление РФ Пенси фончĕн территори органĕсенче илеççĕ, вĕсене почтăпа /алă пуснине нотариуса çирĕплеттерсе/ тата электрон докуменчĕн формипе яма юрать.

2015 çултан граждансене управляющи компание е ПШПФа куçасси пирки 5 çулта пĕр хут кăна ыйтса çырма ирĕк панă.

Страховани взносĕ тÿлекенсем тĕлĕшпе те 2014 çулта улшăну пур. РФ Пенси фондне куçармалли тарифсем кăçал чылайăшĕшĕн халĕчченхи пекех юлнă. Производствăра тата социаллă тытăмра, социаллă тĕллевлĕ коммерциллĕ мар тата аптека учрежденийĕсенче ĕçлекен пысăках мар организацисем тĕлĕшпе пĕчĕклетнĕ тарифсемпе усă курассине 2018 çулччен тăснă. Обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмне куçармалли взнос тытса юлмалли чи пысăк сумма кăçал 624 пин тенкĕпе танлашать. Взноса, ĕç пенсийĕн страховани тата пухăнса пыракан пайĕсене финанслассине палăртмасăр, пĕр тÿлевпе хываççĕ. Пенси фончĕ гражданин суйласа илнĕ варианта тĕпе хурса хăй шута илет.

2014 çулта обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнчи взноссен суммине уйрăм предпринимательсемшĕн, адвокатсемшĕн, нотариуссемпе харпăр хăй ĕçĕпе пурăнакан ытти çыншăн расчетлă тапхăрти тупăш 300 пин тенкĕрен иртмесен ĕç укçин чи пĕчĕк виçине тĕпе хурса палăртаççĕ. 300 пинрен ытларах тăк - ĕç укçин чи пĕчĕк виçине тĕпе хурса тата расчетлă тапхăрти тупăшăн палăртнă сумминчен иртнĕ укçан 1 процентне хушса, анчах та ĕçшĕн тÿлемелли чи пĕчĕк 8 виçерен мала мар.

Курав мелĕпе ирттернĕ пресс-конференцие республикăри тата район-хулари 46 МИХ представителĕ хутшăннă май журналистсен Пенси фончĕн уйрăмĕн яваплă çыннисенчен ыйтса пĕлмелли те тупăнчĕ. Кашниех тулли хурава тивĕçрĕ.


Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.