Лашапа тырă леçнĕ, йывăç турттарнă
Хÿтлĕх

Иртнĕ ĕмĕрте пире, вăрçă ачисене, чылай йывăрлăхран лаша çăлса хăварнă, вăлах ĕçе хăнăхтарнă. Çамрăк ăру юхăннă хуçалăха ура çине тăратмашкăн 17-18 çултах вăй питти çынсемпе тан хутшăннă.

50-мĕш çулсенче колхозсенче автомобиль транспорчĕ çителĕксĕр пулнă май патшалăх планĕсене тултарас тĕллевпе ял хуçалăх çимĕçне лавсемпе леçнĕ. Пирĕн тăрăхра пурăнакансен тырра тата утта - Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка станцине, çĕр улмие Ункăçумĕнчи крахмал заводне турттармаллаччĕ. Лава тухса çÿренĕ вăхăтра инкек-пăтăрмах сиксе тухни те пĕрре кăна мар пулнă: хăшĕн лаши чирлетчĕ е ывăнатчĕ, теприн урапи ванса каятчĕ, виççĕмĕшĕн ытти сăлтав тупăнатчĕ. Çав самантсем паян та манăçмаççĕ.

Колхозсем каярахпа пĕрлешсе пысăкланчĕç, пирĕн ялта уй-хир бригадисем иккĕ йĕркелерĕç. Пĕрремĕшне атте вунă çул ертсе пычĕ. Пĕррехинче утă çулнă вăхăтра вăл мана: «Санăн та Михайловка станцине утăпа каймалла», - терĕ. Планпа ăна 7 тонна памаллаччĕ. Çирĕм лава 300-400-шер килограмм тиерĕç. Вăйлăрах тата лăпкăрах лашасене çынсем маларах йышăнса пĕтернĕ, мана валли хыткан кĕсре кăна тăрса юлнă. Лавĕ пысăкраххине кура атте икĕ лашапа кайма хушрĕ, ут хатĕрĕсене тупса кÿлме хăех пулăшрĕ. Янаварсем çамрăк пулнипе çула тухсан пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупма пуçларĕç.

Пирĕн ялтан станцие тавра çулпа Трак сали урлă каяс тăк 35 çухрăм пулать. Вырăна кăнтăрлахи апат тĕлне çитрĕмĕр. Анчах чĕрĕ тесе утта йышăнмарĕç. Пилĕк сехет типĕтрĕмĕр. Ăна капана хывса пĕтериччен каç ĕнтрĕкĕ çапрĕ. Яла ĕлĕкхи Хурăнлă çулпа тÿртен таврăнас терĕмĕр. Çур çула çитсен тĕттĕмленсе ларчĕ, аслатиллĕ çумăр пуçланчĕ. Лашасем чупма мар, пушă урапасене те аран-аран туртма пуçларĕç. Красноармейски районĕнчи Кăлава ялне çитсен лавçăсем çакăнта çĕр каçас терĕç. Икĕ лаша кÿлнипе эпĕ малалла пĕчченех кайрăм, çур çĕрччен киле çитрĕм.

Тепрехинче Шупашкара тырă леçме кайма тиврĕ. Хатĕрлев кантурне ун чухне халĕ çÿрекен çулпа мар - «Богдан Хмельницкий» урамĕпе анса «Нагорăй» текеннипе улăхса пир-авăр комбиначĕ вырнаçнă лапама хăпараттăмăр. Тырă склачĕсем таса уйра ларнă.

Ку хутĕнче мана тихаллă кĕсре лекрĕ. Пĕчĕкскерпе çула тухма кансĕр тесе конюхпа иксĕмĕр ирхине витене хупса хăвартăмăр. Лаша Шупашкара чиперех илсе çитерчĕ. Анчах тихана ĕмĕртменнипе çилли карăнса кайрĕ. Сĕтне суса тăкма хушрĕç. Çиллине алăпа сĕртĕнтĕм кăна - турта хушшинчи кĕсре тапма пикенчĕ, тепре перĕнтĕм çеç - пуçне çавăрса сылтăм хулран çыртрĕ. Юнлă сурана хĕрарăмсем таса татăкпа çыхса ячĕç. Пĕрлехи вăйпа кăкарса-тыткаласа тăрса кĕсрене сурĕçех. Ун чухне лаша сĕтне пĕрремĕш хут тутанса куртăм. Тырра баржа çине пушатсан тепĕр кун киле çитрĕмĕр.

Пирĕн хуçалăх Вăрнар районне кĕрекен Авруй лесничествинче вăрман туянса колхозниксене кастарни те манăçман-ха. Машинăпа турттармашкăн çул çуккипе çывăхри яла лашасемпе илсе тухма тиврĕ. Çак ĕçе Иван Горшковпа икĕ çамрăк - Виталий тата эпĕ - пурнăçларăмăр. Унта пĕр уйăх ытла тар тăкрăмăр.

Ун чухне ĕçленĕшĕн алла укçа тыттарман. Иван пичче пире кĕмĕл пачĕ. Киле таврăннă чухне пур-çук нухратпа пасарта шăлаварпа пушмак туянтăм.

Çав çулхи кĕркунне манăн салтак ячĕ тухрĕ. Хĕсметрен таврăннă çĕре эпир хатĕрленĕ йывăçран сысна ферми валли апат кухни туса лартнăччĕ ĕнтĕ.

Иртнĕ тапхăра ахальтен аса илмерĕм - кăçал лаша çулталăкĕ вĕт. Хĕвел тухăç календарĕпе вăл нарăс уйăхĕнче кăна пуçланать-ха. Çавăнпа хамăрăн тăватă ураллă тусăмăрсене аса илни вырăнлă та пĕлтерĕшлĕ. Тихаллă кĕсре-и вăл е ĕç лаши-и, - пирĕншĕн çав-çавах урхамах.


Вениамин АРХИПОВ.

Элĕк районĕ,

Мартынкасси ялĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.