Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Юрий ИВАНОВ: «Çынсемшĕн тăрăшнăшăн...»
Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕнче чылай çул ĕçленĕ Юрий Иванов пирки УК 286 статйин 2-мĕш пайĕпе харăсах пилĕк уголовлă ĕç пуçарни уяр çанталăкри аслати евĕрех пулчĕ. Вăл района ертсе пынă чухне должноç полномочийĕсен картинчен тухнă имĕш - пули-пулми айăплав мар. Следстви хăйĕн версине массăллă информаци хатĕрĕсем урлă сарчĕ ĕнтĕ: вăл муниципалитет çĕрне тĕлли-паллисĕр салатнă-мĕн. Çавна май хăшĕсем Ю.Иванова касамата ăсатма та ĕлкĕрчĕç пуль. Эпир вара Юрий Александровичпа хăйĕнпе курнăçас терĕмĕр. Çак калаçуран урăхларах шухăш тĕвĕленчĕ: айăплă темешкĕн васкар мар...
- Юрий Александрович, тÿррĕнех ыйтам-ха: сире мĕншĕн айăплаççĕ?
- Следстви шухăшĕпе - эпĕ граждансене вĕсем маларах арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсене хушма хуçалăх тытса пымашкăн панă чухне хамăн должноç полномочийĕсенчен иртсе йышăну тунă. Сăмах Катькас ял тăрăхĕн тăватă çыннине панă лаптăксем пирки пырать. Тăватă лаптăк - пĕтĕмпе 22700 м2. Вĕсене, çав çынсем арендăна илсе 3 çул ытла усă курнăскерсене, ытла та йÿнĕпе сутнă, район тата ял тăрăхĕн бюджечĕсене 1,5 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ иккен.
- Хаксене камăн палăртмалла пулнă вара?
- Ыйтăвĕ - шăпах çакăнта. Следстви шухăшĕпе - эпĕ «Ял хуçалăх çĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен», «РФ хаклав ĕçĕ-хĕлĕ çинчен» саккунсене пăснă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн сутиччен çав лаптăксен рынок хакне палăртмалла пулнă-мĕн, эпир вара кадастр хакĕпе кăна сутнă.
Анчах ял хуçалăх çĕрĕсене граждансене хушма хуçалăх валли парассине РФ Çĕр кодексĕ тата «Çынсен хушма хуçалăхĕ çинчен» саккунĕ йĕркелеççĕ. Ял хуçалăх çĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен калакан саккун ку ыйтăва пырса тивмест. Шел те, Çĕр кодексĕнче хушма хуçалăх валли çĕр уйăрассине тĕплĕ уçăмлатман - хушма хуçалăх çинчен калакан саккуна тĕпе хума сĕннĕ. Анчах çав саккунра та çĕр памалли тата ăна хакламалли йĕркене çирĕплетмен.
Çĕр кодексне тĕпе хурса Муркаш районĕн Депутатсен пухăвĕ 2006 çултах ятарлă положени кăларса граждансене тата юридици вăйĕнчи тытăмсене çĕр лаптăкне аукционсăрах сутма йышăннă. Пурне те мар, хăшне туянма ыйтса пĕр заявлени кăна панă - çав лаптăксене. Положенин шăпах çак йĕркипе усă курмалли тепĕр сăлтав - çĕр лаптăкне сутнă чухне арендаторăн ăна чи малтан туянмалли прави, çакна та Çĕр кодексĕ çирĕплетет.
- Район шайĕнчи положенире çĕр хакĕ пирки мĕн каланă?
- Çĕре аукциона кăларнă чухне хакламаллине палăртнă, анчах «сутлăх хак» ăнлава уçăмлатман. Çавна май кадастр хакĕпе усă курни - саккуна пăсни мар. Çакна, тĕрĕссипе, эпир шутласа кăларман - чылай регионта çапла тунине пĕлетĕп. Тутарстанра, калăпăр, хушма хуçалăх валли 1 га таранах тÿлевсĕр параççĕ - пĕтĕмпех саккунлă.
- Апла тăк следстви çĕре рынок хакĕпе хакламалла пулнă тесе мĕншĕн çине тăрать-ха?
- «Хаклав ĕçĕ-хĕлĕ çинчен» саккуна кăна тĕпе хурать. Чăнах та, унпа килĕшÿллĕн муниципалитетăн хăйĕн харпăрлăхĕнчи сутлăх объекта хакламалла. Çĕр кодексĕн, асăннă саккун требованийĕсене пăхăнса эпир Катькас ял тăрăхĕнчи çĕрĕн кадастр хаклавне ирттернĕ: 1 га - 15900 тенкĕ /1 м2 - 1,59 тенкĕ/. Кадастр хакĕ çĕрĕн рынок хакне май пур таран çывăх пулмалла. Çавăнпа та пирĕн çак ял тăрăхĕнчи çĕрсен кадастр хаклавĕн отчечĕ тĕлĕшпе иккĕленме сăлтав пулман.
- Рынок хакĕ мĕнлерех пулмаллаччĕ?
- Калама йывăр, анчах, следстви шухăшĕпе, çав лаптăксене рынок шайĕпе хакласа гектарне 698400 тенкĕпе сутмалла пулнă-мĕн - 44 хут хаклăрах! Çав вăхăтрах пирĕн рынок хакĕпе çеç сутмаллине çирĕплетекен норма ниçта та çук - ăна следстви те асăнмасть.
Ял хуçалăх çĕрĕсен следстви сĕнекен хакĕн объективлăхĕ чăннипех иккĕленÿллĕ. Хушма хуçалăх валли çĕре çавăн чухлĕ тÿлесе туянсан унпа темле тухăçлă усă курсан та хуçи хăйĕн пурнăçĕн тăршшĕпе те унăн хакне саплаштараймĕ. Мĕн пытармалли, паян ял куç умĕнчех ватăлать - çĕр çинче ĕçлес кăмăллисем чаксах пыраççĕ. Хушма хуçалăх валли арендăна панă лаптăксене хыт хура пусса илнĕ тĕслĕхсем те çук мар. Çак условисенче маларах арендăна илнĕ çĕрсене рынок хакĕпе сутас тени тем тесен те тĕрĕс мар.
Тепĕр енчен, Муркаш районĕнче ял хуçалăхĕнче усă курмалли пĕр гектар çĕрĕн рынок хакĕ тĕрлĕ шайра - 1 тенкĕрен пуçласа 698 пин тенкĕ /пирĕн тĕслĕхри пек/ таран. Акман-сухаламан лаптăксен рынок хакне палăртасси те чăрмавлă - вĕсене туянас кăмăллисем çукпа пĕрех. Хушма хуçалăхăн социаллă пĕлтерĕшне тĕпе хурса Раççейĕн чылай субъектĕнче хăйсен ялĕсен çыннисене çĕре тÿлевсĕрех параççĕ. Следстви вара урăхларах шухăшлать: Чăваш Енре лаптăксене капашсăр пысăк хаксемпе кăна сутмалла иккен. Унсăрăн - уголовлă ĕç.
Çав вăхăтрах федерацин «Ял хуçалăх çĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен» саккунĕ çĕре рынок хакĕпе кăна мар, РФ субъекчĕ çирĕплетнĕ хакпа та сутма ирĕк парать. Республикăн çав ятлах саккунĕ çакнашкал лаптăксен сутлăх хакне аренда вăхăтне кура кадастр хакĕн шайĕнче çирĕплетет. Следователь вара республика саккунĕ хушма хуçалăх валли уйăракан çĕрсене пырса тивмест тесе ĕнентересшĕн - тĕлĕнмелле! ЧР Правительстви, Патшалăх Канашĕ нимĕн те пĕлмеççĕ, тумаççĕ пек пулса тухать вĕт. Вĕсем патшалăх, муниципалитет харпăрлăхĕнчи строительствăпа çыхăнман çĕрсене граждансене памалли процедурăсемпе критерисене йĕркелекен акт йышăнман. Акă мĕншĕн следстви пĕтĕмлетĕвĕпе ниепле те килĕшме пултараймастăп.
Çĕр кодексĕнче, хушма хуçалăх çинчен калакан саккунра лаптăксене вĕсен арендаторĕсене мĕнле хакпа сутмаллине уçăмлатманнине кура эпир çĕр хăйĕн харпăрлăхĕнче пулсан кăна çын унпа тухăçлă усă курнине, хушма хуçалăха аталантарассине патшалăх енчен пулăшмаллине тĕпе хунă. Çавна май арендăра 3 е ытларах çул пулнă лаптăксене вĕсемпе усă куракан арендаторсене хушма хуçалăх валли сутнă чухне республикăри ял хуçалăх çĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен калакан саккуна тĕпе хунă. Çак саккунăн 6.2 статйи çакнашкал çĕрсене кадастр хакĕпе аренда вăхăтне кура сутмаллине палăртать. Çĕр кодексĕнче уçăмлă çырнă: граждансем ыйтса çырсан патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи лаптăксене сутмашкăн хирĕçлеме юрамасть - эпир çĕрпе тивĕçтерсе шăпах çынсем ыйтнине пурнăçланă.
- Юрий Александрович, айăплавра «Кадикасинский» СПоКа йÿнĕпе 118,3 га çĕр лаптăкĕ пани пирки те сăмах пырать.
- Çапла, 118 ытла га йышăнакан икĕ лаптăка сутса эпĕ район, Катькас ял тăрăхĕн бюджечĕсене 10,1 млн тенкĕ ытла сиен кÿнĕ имĕш. Кунта та рынок хакне палăртман, çийĕнчен «ял хуçалăх çĕрĕсен» категорийĕнчи лаптăксене «дача хуçалăхĕ тытса пымаллисен» ретне куçарса çĕрĕн усă курма ирĕк панă тĕсне улăштарнă-мĕн.
Кунта та следстви йăнăшать. Федерацин «Ял хуçалăх çĕрĕсен çаврăнăшĕ çинчен» саккунĕнче уçăмлă палăртнă: «Арендăна панă çĕр лаптăкне 3 е ытларах çул иртсен çак тăрăхра йĕркеленнĕ рынок хакĕпе е РФ субъекчĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ хакпа сутма юрать». Чăваш Енĕн тивĕçлĕ саккунĕнчи йĕркесем: «... çĕрпе кирлĕ пек усă курать пулсан арендатор лаптăка аренда килĕшĕвне тунă хыççăн 3 çул иртсен харпăрлăха туянма пултарать... Çĕр хакне унăн кадастр хакне кура процент шайлашăвĕпе палăртмалла: 3 çул иртсен - çĕрĕн кадастр хакĕн 100% тан». Саккун ку тĕслĕхре кадастр хакĕпе усă курма ирĕк панă - çавăнпа эпир унăн рынок хакне палăртман. Следстви çав лаптăксен рынок хакĕ 11983900 тенкĕ тесе çирĕплетет. Тăваткал метрĕ - 10,13 тенкĕ. Çÿлерех каланине шута илсен çакă та, паллах, объективлă мар.
Лаптăксемпе усă курмалли тĕллеве улăштарнине илес тĕк - «Кадикасинский» СПоК Катькас ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле мĕн пур йĕркелÿ ĕçне саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçланă - халăх итлевĕ йĕркелени таранах. Район администрацине кирлĕ документсен пуххине панă. Çавна май Çĕр кодексĕн требованийĕсене, РФ Экономика аталанăвĕн министерствин çакнашкал ыйтусене уçăмлатса хатĕрленĕ çырăвĕнчи положенисене тĕпе хурса эпĕ йышăнăва алă пуснă, унпа килĕшÿллĕн асăннă лаптăксем урăх категорие куçман - «ял хуçалăх çĕрĕсен» категорийĕнчех юлнă. Вĕсемпе усă курмалли тĕс кăна улшăннă: «ял хуçалăх тĕллевĕллĕ ял хуçалăх производстви валли» пулнă, «ял хуçалăх тĕллевĕллĕ дача хуçалăхĕ валли» пулса тăнă - çавă çеç. Урăхла каласан çак лаптăксем пĕр категори картинчен тухмасăр усă курмалли тĕсне çеç улăштарнă. Эппин, следстви манăн йышăну полномочисен чиккинчен тухса çĕр категорине улăштарнă тесе каллех йăнăшать.
- Сире айăплаççĕ, çав вăхăтрах вырăнти влаçсене çĕрсемпе тухăçлă усă курмастăр тесе çине-çинех сăмах тивет - ăнланма йывăр...
- Асăннă çĕр лаптăкĕсене малтан - арендăна, унтан «Кадикасинский» СпОК харпăрлăхне парассипе çыхăннă йышăнусене шăпах республикăра усă курман çĕрсене çуллен çаврăнăша кĕртмелли программăна пурнăçланă вăхăтра алă пуснă. Министрсен Кабинечĕ, асрах-ха, 2011 çул валли Муркаш районне усă курман 1,3 пин ытла га çĕре çаврăнăша кĕртме задани панăччĕ. Çак тĕллевпе укçа та уйăрнăччĕ - 440 пин тенке яхăн. Хайхи икĕ çĕр лаптăкĕпе маларах 9-10 çул усă курман - унта йывăç-тĕм çитĕнме пуçланă. Республика Президенчĕ Николай Федоров, ун чухнехи ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев районсен, ялсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене асăннă программăна пурнăçлама, пушă çĕрсене çаврăнăша кĕртме хистени манăçман-ха. Сăмах май, çак ял тăрăхĕнче акман-сухаламан çĕрсем паян та 300 га патнеллех, çав шутран 50 яхăн га йывăç-тĕм хупăрлама ĕлкĕрнĕ...
- Чăннипех шухăша ятăр... Апла тăк сире айăплани кама кирлĕ?
- Саккас пурри куç кĕрет. Кам, мĕншĕн - кун пирки паян сăмах вакламăп. Акă мĕншĕн ĕç-пуçа тĕплĕ тишкерме ыйтатăп. Хальлĕхе вара, шел, следстви тĕрĕслĕх тупма ăнтăлнине туймастăп. Район администрацине ертсе пынă май манăн вун-вун йышăну тума тивнĕ - района аталантарассишĕн, çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн... Мана айăпламалли сăлтав пулса тăнă йышăнусем те - çак ретренех. Çапла вара çынсемшĕн пурнăçланă ĕçшĕн айăплама пăхаççĕ - çакă пушшех кÿрентерет...
Николай КОНОВАЛОВ
калаçнă
Комментари хушас