Комментари хушас

27 Нарăс, 2014

Ӳсĕм лайăхрах ĕçлеме хавхалантартăр

Ытлари кун Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем социаллă пурнăçпа экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвне тишкерчĕç.

Тĕп хула тата унăн администрацийĕн пуçлăхĕсем Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков доклад турĕç. Шупашкар федерацире йĕркеленĕ «Раççей хули. Наци суйлавĕ - 2013» проект çĕнтерӳçисенчен пĕри пулса тăнă. Пĕтĕм Раççейри конкурсра ăна çĕр-шыври чи хăтлă хуласен йышне кĕртнĕ. Шупашкарти 11 шкул федерацин чи лайăх вĕренӳ заведенийĕсен шутне лекме пултарнă.

Хулара 479 пин çын пурăнать. Кăçал 3 пин çын хушăнасса кĕтеççĕ. Демографи лару-тăрăвĕ аван: çуралакансен хисепĕ вилекенсен йышĕнчен пысăкрах. Район муниципалитечĕсем çак кăтарту патне те çывхараймаççĕ.

Шупашкар аталанăвĕ çынсене ырлăх кӳрекен пĕтĕм инфратытăма йĕркеллĕ тивĕçтернипе, ĕçсĕрлĕх шайне чакарнипе, çивĕч ыйтусене ытларах татса панипе палăрса юлчĕ. Предприяти-организацире вăй хуракансен кашни уйăхри ĕç укçи вăтамран 23811 тенкĕпе танлашнă - виçĕм çулхинчен 12% ӳснĕ. Ăна вăхăтра паман тĕслĕхе шута илмен.

161 предприяти тулаш экономика çаврăнăшне хутшăнать. Чăн та, импорт-экспорт калăпăшĕ виçĕм çулхинчен 23,6% пĕчĕкленнĕ. Промышленноçăн пĕтĕмĕшле индексĕ 5,6% катăлнă. Тĕп капитала инвестици сахалрах хывнă. Ку ĕçе кăçал лайăхрах йĕркелесшĕн. Уйрăммăн илсен федераци хыснинчен «Шупашкар: 500 çул» паркра «Чăваш Ен этносĕ» проекта пурнăçа кĕртме 245,5 млн тенкĕ куçарса парасса кĕтеççĕ. Чăваш наци конгресĕ 20 çул каялла унта этнографи музейĕ тума сĕннĕ. Йывăр урапа тинех вырăнтан тапранать-тăр.

2013 çулта хулара пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн субъектне - 6,5%, уйрăм бизнесменсене 17,6% сахалрах шута илнĕ. Сăлтавне вĕсем РФ Пенси тата Медицина страхованийĕн фончĕсемпе татăлмалли тӳлеве палăрмаллах пысăклатнипе ăнлантарчĕç.

Хыснана Шупашкар хăй тĕллĕн ĕçлесе илекен тупăш - 7,1%, налук 6,2% нумайрах кĕнĕ. Уйрăм çынран, пурлăхран, çĕртен тытакан налук ытларах пухăннă. Налук шутланман тӳлев калăпăшĕ те самаях ӳснĕ. Муниципалитетăн пурăнмалли çурт-йĕр мар фондне тара парса илнĕ тупăш та виçĕм çулхинчен 1,7% нумайрах. Пурăнмалли çурт-йĕр чылай ытларах хута янă. Нумай ачаллă çемьесене пӳрт е дача тума 892 лаптăк пăхса хунă. Çулсене юсама пĕлтĕр ЧР Çул-йĕр фондĕнчен - 395,8 млн, Шупашкар хыснинчен 56,2 млн тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмлетсе каласан - çынсен пурнăçне лайăхлатассишĕн укçа-тенкĕ нумай тăкакланă, тĕрлĕ ĕç пайтах тунă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулан социаллă пурнăçĕпе экономикинче иртнĕ çул чылай енĕпе ӳсĕм тунине, çитĕнӳсен çулĕпе малалла кайма производствăра вăй-хăват çителĕклине палăртрĕ. Çакăнпа пĕрлех татса паман ыйтусем пур. М.Игнатьев хула администрацийĕнчен куçман пурлăхпа, çĕрпе усă куракансен аренда укçине вăхăтра куçарттарассишĕн лайăхрах ĕçлеме ыйтрĕ. Ĕç укçи конвертпа паракан предприятисемпе, предпринимательсемпе çине тăрса кĕрешме хистерĕ. «Хула программисене пурнăçа кĕртме хысна тулашĕнчи укçа-тенке ытларах явăçтармалла, патшалăхпа уйрăм инвестор юлташлăхĕсемпе усă курмалла», - терĕ вăл. Çак сăмахсене çирĕплетме Гемодиализ тата Медицина каяшĕсен пĕтерĕвĕн центрĕсен ырă тĕслĕхĕсене илсе кăтартрĕ. Вĕсене ĕçе кĕртме уйрăм çынсем укçа чылай тăкакланă. Республика Пуçлăхĕ çум курăк хупласа илекен çĕр лаптăкĕсене пайăрлама, вĕсене харпăрлăха е тара парса хыснана укçа куçарттарма ыйтрĕ.


Михаил СЕРГЕЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.