Тапхăрпа шута илеççĕ
Çĕр ыйтăвĕ çаплипех тавлаштарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каланă: "...Реформăсем пурнăçланакан 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитереймерĕмĕр. Хуçасăр çĕрсем тĕлĕшпе халĕ те право çирĕплетекен документсем йĕркелемен, çакă вара вĕсемпе тĕрĕс мар усă курасси патне илсе пырать. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çитес виçĕ çулта çÿлерех асăннă çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе муниципалитет пĕрлĕхĕсен харпăрлăх правине регистрацилессине вĕçлеме тĕллев лартатăп. Министрсен Кабинечĕн çак ĕçре кирлĕ пек пулăшу кÿмелле, общество организацийĕсенчен вара ăна пурнăçланине тĕрĕслесе тăма ыйтатăп".
Çырури йĕркесем ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Министерство усă курман лаптăксене вырăнсенче харпăрлăха куçарнине çирĕплетекен документсем хатĕрленине, регистрацилес ĕç епле пынине тĕрĕслес тĕллевпе общество канашĕ йĕркеленĕ, меслетлĕх сĕнĕвĕсен проектне хатĕрленĕ.
Правительство çуртĕнче министерство çумĕнчи общество канашĕн председателĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев ертсе пынипе лару иртрĕ. Пухăннисем муниципалитет йĕркеленĕвĕсен территорийĕнчи çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ĕçре пулăшма хатĕрленĕ меслетлĕх сĕнĕвĕсен проектне пăхса тухса сÿтсе яврĕç. Ку ыйтупа Светлана Енилина министр доклад турĕ. "Чăваш Енĕн пĕтĕм çĕр фончĕ 1834,5 пин гектар, вăл шутра ял хуçалăх пĕлтерĕшли 55% çеç, - терĕ Светлана Александровна. - Апла пулин те усă курман лаптăксем çаплипех пур-ха. Çавăнпа та республикăра юлашки çулсенче çĕр хутшăнăвĕсене уçăмлатас, йĕркелесе лайăхлатса çитерес тĕлĕшпе нумай ĕçлетпĕр".
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - усă курман çĕр ресурсĕсене пусă çаврăнăшне кĕртни бюджетăн тупăш пайне пуянлатма, социаллă ыйтусене татса пама май парать.
Инвентаризацие икĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă. Пĕрремĕшĕнче - медиа-плансем çирĕплетеççĕ, пушă выртакан çĕрсене палăртма план-график, ĕç комиссийĕсене, ушкăнĕсене хатĕрлеççĕ.
Иккĕмĕшĕнче - тивĕçлĕ документсем пулсан та, анчах çĕрпе тĕллевлĕ усă курмасан, йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем тупăнсан патшалăх çĕр тĕрĕслевĕн органĕсене пĕлтереççĕ, суд йĕркипе татăлма ыйту çĕклеççĕ.
Çĕре инвентаризацилекен комисси ĕçе йĕркелет, материалсемпе паллашать, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем валли сĕнÿсем хатĕрлет. Çак комиссие муниципалитет йĕркеленĕвĕн пуçлăхĕн çумĕ /вăл - комисси председателĕ/, администраци специалисчĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, общество канашĕн, Росреестр управленийĕн Чăваш Енри представителĕсем, çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисем, арендаторсем кĕреççĕ.
Ĕç тăвакан ушкăнсем пушă лаптăксене палăртма вырăна тухаççĕ, унпа усă курма тивĕçлĕ документсем пуррине тĕрĕслеççĕ, акт çыраççĕ /ун çумне фотоматериал хушаççĕ/.
Çынсенчен ахаль выртакан лаптăксем пирки информаци илме район администрацийĕн Интернет сечĕн официаллă сайтĕнче "Халăх инвентаризацийĕ" баннер хатĕрлеме сĕнеççĕ.
Çĕр инвентаризацийĕ 2 тапхăрпа иртет:
пĕрремĕшĕ - 2014 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен*
иккĕмĕшĕ - 2014 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕччен.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкĕсен реестрне тумалла, вĕсене Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртме сĕнÿсем хатĕрлемелле.
Ку чухне çак ресурсра 396 гектар йышăнакан 131 лаптăк çинчен пĕлтерни пур /59 лаптăкĕ - 164 га - экономкласс валли çурт-йĕр тума, 72-шĕ /232 га/ - инвестици проекчĕсем валли/.
Меслетлĕх сĕнĕвĕсен проектне сÿтсе явма "Федераци службин патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографийĕн федераци кадастр палатин "Чăваш Енри федераци бюджет учреждени филиалĕн директорĕ Игорь Татур, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - Патшалăх пурлăх комитечĕн председателĕ Юрий Васильев, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов хутшăнчĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ