Archive - Раштав 2014

декабрь 24th

24 Раштав, 2014

Килмесĕрех... килнĕ

Çĕрпÿ районĕн прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ май ултавлă тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Кунашкалли - чăннипех сайра.

Федерацин миграци службин Çĕрпÿри пайне Армени гражданки Раççее килнине ĕнентерекен хут çитнĕ. Пурăнакан вырăна Çĕрпÿ хулинчи Совет урамĕнчи 30-мĕш çурт тесе пĕлтернĕ. Ăна йышăнаканни - çав адреспа пурăнакан А.Хачикян. Чикĕ леш енчен килнĕ хăнана тивĕçлĕ йĕркепе регистрациленĕ.

24 Раштав, 2014

Турра мухтаса юрлани

Турра мухтаса кирек ăçта та юрлама пулать, çапах та чиркÿре юрлани татах та витĕмлĕрех, çÿл тÿпене те хăвăртрах çитет.

Декабрĕн 17-мĕшĕнче кăна-ха, акă, Мускаври Пысăк театр солисчĕн Владимир Маторинăн концерчĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче питĕ ăнăçлă иртрĕ. Тĕнчипе паллă бас тепĕр кунне вара, кăнтăрла иртни пĕр сехетре, тĕп хуламăрти Покровпа Татиана чиркĕвĕнче Кира Иванова регент ертсе пыракан хорпа пĕрле Турра мухтаса юрларĕ.

24 Раштав, 2014

Чи лайăх 7 проект шутĕнче

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев ертсе пынипе округри «Бизнес-Ăнăçу» наци предпринимательлĕх премийĕн конкурс комиссийĕ тупăшăва пĕтĕмлетнĕ.

Унăн ĕçне стратеги пуçарăвĕсен агентствин ертÿçисем, субъектри ĕç тăвакан влаç тытăмĕн представителĕсем хутшăннă.

24 Раштав, 2014

Ялхуçалăх специалисчĕсем кирлĕ, строительсем...

Халăха ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх политикине Красноармейскисем кăçалхи 11уйăхра ĕçлевпе çыхăннă мероприятисемпе тата Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес енĕпе палăртнă хушма мерăсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

24 Раштав, 2014

Пĕри - сухапуçпа, çиччĕн - кашăкпа

Ялта мĕн акса туса илмеллине халĕ кам кăна вĕрентмест: хире тухса курманни те, ĕне çиллине тытса пăхманни те. Ăс параканни, хушса лараканни хунаса кайрĕ, çĕр çинче ĕçлес текенсем вара сахаллансах пыраççĕ. Хăй тĕллĕн бизнес пуçарнисене çăмăл-и паян? Шăпах çакăн пирки калаçу пуçарчĕç республикăри паллă фермерсем. Тăнлар-ха вĕсен сăмахне.

24 Раштав, 2014

Палăкпа танлашакан кăларăм

Хамăр республикăри хаçат-журналта ĕçлекенсем çинчен ятарлă кăларăмсем малтан та пичетленнĕ-ха. 2005 çулта "Журналисты Чувашии" кĕнеке тухнăччĕ, тепĕр икĕ çултан - "Городские и районные газеты Чувашии".

24 Раштав, 2014

Икĕ чĕлхеллĕ хаçатăн тиражĕ ÿсмеллех

«Хыпар» хаçат тиражĕ вырăс пичет кăларăмĕнчен пĕчĕкрех пулни чăваш чунĕллĕ кашни çыннах пăшăрхантарать. Хуласенче пурăнакансен хушшинче атте-анне чĕлхипе вулакан сахалланса пынăран килет-ши çакă? Манăн шухăшăмпа, ялта сăлтавĕ кăшт урăхларах пек: хуçалăха тытса тăма, ачи-пăчине тумлантарма тата ытти валли укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Чылай çын ĕçе вырнаçаймасть. Çапах та ял халăхĕ пуçа усмасть-ха: малаллах талпăнать.

Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ В.Туркай хаçат шăпишĕн пăшăрханса çырнă статьяна чуна ыраттарса вуларăм. Шухăш пĕр килни хавхалантарчĕ те.

24 Раштав, 2014

Çĕнĕ çул конкурсĕсем пурăнма хавхалантараççĕ

Уяв çитнине туйма, хула Çĕнĕ çула тата çĕнĕ Çĕнтерÿсене кĕтсе илнĕ çĕре пĕрле хутшăнма Шупашкарсене Çĕнĕ çул конкурсĕсем пулăшĕç. «Çĕнĕ çул конкурсĕсем кирлех, вĕсем уяв чухнехи лару-тăрăва йĕркелеççĕ, пултарулăха тата хулан культура пурнăçне аталантарма, йăлăхтарса çитернине улăштарма, Шупашкар çыннисене хавхалану кÿме май параççĕ», - çапларах шухăшлать хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

Pages