Чи лайăх 7 проект шутĕнче

24 Раштав, 2014

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев ертсе пынипе округри «Бизнес-Ăнăçу» наци предпринимательлĕх премийĕн конкурс комиссийĕ тупăшăва пĕтĕмлетнĕ.

Унăн ĕçне стратеги пуçарăвĕсен агентствин ертÿçисем, субъектри ĕç тăвакан влаç тытăмĕн представителĕсем хутшăннă.

Конкурса тăратма комисси 66 проект суйласа илнĕ пулнă. Чи нумай сĕннисен йышĕнче - Саратовпа Самар облаçĕсем. Тупăшăва пĕтĕмлетнĕ май экспертсен хаклавĕ хыççăн чи лайăххисен шутĕнче 7 проект юлнă. Ку чыса Чăваш Республики сĕннĕ проект та тивĕçнĕ. Мала тухассишĕн вăл «Ăнăçу патне хывнă çул» номинацире Саратов тата Пенза облаçĕсенчен килнĕ ĕçсемпе ăмăртĕ.

Ю.ЛИСТОПАД.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.