Турра мухтаса юрлани

24 Раштав, 2014

Турра мухтаса кирек ăçта та юрлама пулать, çапах та чиркÿре юрлани татах та витĕмлĕрех, çÿл тÿпене те хăвăртрах çитет.

Декабрĕн 17-мĕшĕнче кăна-ха, акă, Мускаври Пысăк театр солисчĕн Владимир Маторинăн концерчĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче питĕ ăнăçлă иртрĕ. Тĕнчипе паллă бас тепĕр кунне вара, кăнтăрла иртни пĕр сехетре, тĕп хуламăрти Покровпа Татиана чиркĕвĕнче Кира Иванова регент ертсе пыракан хорпа пĕрле Турра мухтаса юрларĕ.

Чиркÿри концертăн пĕрремĕш пайĕнче Стравинскин, Василий Седов священникăн тата ыттисен Турра тав туса мухтакан юррисемпе Псаломсем пулчĕç пулсан, иккĕмĕш пайĕнче – вырăс халăх юррисем. Халиччен пĕлнĕ, пĕр хут мар илтнĕ юрăсемех Соборта пач çĕнĕлле, итлекене тарăн шухăша ямалла янăрарĕç. Вĕсенче авалхи ĕççынни - хресчен-и вăл е ямшăк-и - хăйĕн кун-çулне нихăçан та Турăсăр ирттерменни яр уççăн палăрса тăчĕ.

Покровпа Татиана чиркĕвне халăх йышлă пухăннăччĕ. Концерт хыççăн паллă юрăç халăхпа чунне уçса калаçрĕ, хăй çылăхлă пулнине ăнланса Турă умĕнче пĕтĕм чун-чĕререн ÿкĕнсе яланах каçару ыйтнине пытармарĕ. Юрласса та çаплах юрлать вăл: пĕтĕм чун хавалĕпе, хĕрÿ чĕрепе. Çавăнпах халăх ăна юратать, ун концерчĕсенчен тулли кăмăлпа, чун-чĕрипе тасалса, çутă ĕмĕт-тĕллевпе пуянланса тухать.

Р.ГУРЬЯНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.