Ялхуçалăх специалисчĕсем кирлĕ, строительсем...

24 Раштав, 2014

Халăха ĕçпе тивĕçтермелли патшалăх политикине Красноармейскисем кăçалхи 11уйăхра ĕçлевпе çыхăннă мероприятисемпе тата Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес енĕпе палăртнă хушма мерăсемпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Асăннă тапхăрта юрăхлă вырăн шыраса центра 977 çын пынă, кунти специалистсем пулăшнипе 890-шне /91 процент/ вырнаçтарма май килнĕ. Коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паянхи кăларăмра унăн директорĕ Иван КОЗЛОВ паллаштарать.

- Иван Михайлович, ĕçпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх пулăшăвне илекен йышлă-и?

- Паллах. Акă профориентаци мероприятийĕсенех илер. Вĕсене 472 çын хутшăннă, çав шутра: хĕрарăмсем - 52,2, 14-29 çулсенчи çамрăксем - 76,5, инвалидсем - 1,5, организацие хупнипе тухса кайнисем - 6, чылайранпа ĕçлемесĕр пурăннă хыççăн вăй хурас тĕллевлисем - 12, тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çывхаракансем 2,3 процент. Профориентаци тĕллевĕ - çын мĕне пултарнине, специальноç пурри-çуккине, ăнтăлăвне тата районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва кура юрăхлă ĕç суйлама пулăшасси.

Вырăнти ĕç рынокĕ ыйтакан рабочи профессийĕсен сумне ÿстерес тĕллевпе пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчи 40 вĕренекен валли "ТУС" АХОн филиалĕнче - "КЕТРА" заводра экскурси ирттертĕмĕр. Çамрăксем керамика изделийĕсене ятарлă кăмакасенче хăвăрт хĕртмелли çĕнĕ технологисемпе тата хăйнеевĕрлĕ, пысăк пахалăхлă сушилкăсемпе паллашрĕç. Вĕсем ĕç рынокĕ ыйтакан хальхи профессисем пирки ытларах пĕлчĕç паллах. Çакă пулас специальноçе суйланă чухне витĕм кÿрессе шанатпăр.

Ĕçсĕр 12 çын "Д","С" категорисен водителĕн, электрогазосварщик, уйрăм хуралçă, ПЭВМ операторĕн, интерьер дизайнерĕн специальноçĕсене илчĕ, экономист квалификацине /ПЭВМпа сметăсене шутласси/ ÿстерчĕ. Вĕренĕве ĕçпе тивĕçтерекенсен ыйтăвне тата çынсен кăмăлне тĕпе хурса йĕркеленĕ. Çакăнта рабочи профессийĕсен тÿпи 66,6 процентпа танлашать. Пĕлÿ илсен 10-шĕ хăйсем вĕренсе тухнă специальноçпех вырнаçрĕ.

- Йывăрлăха лекнĕ çынна сăмахпа лăплантарма та пĕлмелле...

- Мероприятисене çакна тĕпе хурса йĕркелетпĕр те. Акă, социаллă адаптацин мероприятийĕсем "Ĕçе вырнаçмалли технологи" программăпа килĕшÿллĕн иртеççĕ. Вĕсене хутшăннă 26 çын çапла майпа ĕçлес туртăма ÿстерчĕ, хăй тĕллĕн ĕç шырас енĕпе хăнăху илчĕ, вырнаçас шанăçа тĕреклетрĕ. Занятисенче ĕçсĕрсем хăйсем мĕне юрăхлине тишкерме, çавăн пекех рынокри лару-тăру, ваканси, ятарлă программăсем пирки тулли информаци илме пултарчĕç.

Психологи пулăшăвне 30-ăн тивĕçрĕç. Вĕсем валли тренингсем ирттерме "Аспект" центрăн, Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин специалисчĕсене чĕнсе илнĕ. Пысăк квалификациллĕ психологсемпе çыхăну тытни ĕçсĕр граждансене пурнăçра пуçарулăх кăтартма, тивĕçлĕ вырăн тупма, хăйĕншĕн тата малашлăхĕшĕн яваплă пулма вĕрентет.

- Общество ĕçĕ йĕркелени йывăрлăха лекнĕ çыншăн çăлăнăç вĕт. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех?

- Обществăн тÿлевлĕ ĕçне кăçалхи 11 уйăхра 123 çынна янă, вăхăтлăх йĕркеленине ĕçсĕр 11 çын кайнă. Вĕсем территорисене тасатнă, тирпей-илем кĕртнĕ, юсав ĕçĕсене пурнăçланă, тырпул пухма хутшăннă.

"14-18 çулсенчи çамрăксем валли вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх ĕç йĕркелесси" программăпа килĕшÿллĕн ĕç паракансемпе 19 килĕшÿ çирĕплетсе 407 ачана вырнаçтарнă, вĕсене хăйсене тыткаламалăх укçаллă пулма пулăшнă. Çул çитмен çамрăксем шкулсене тирпей-илем кĕртнĕ, пÿлĕмсене, сĕтел-пукан юсанă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшнă. Çар çыннисен вилтăприсене, палăксене йĕркене кĕртнĕ. Çуллахи каникулта 44 çамрăка ялхуçалăх предприятийĕсене тырпул пухса кĕртмешкĕн вăхăтлăх вырнаçтарнă.

Ĕçлев центрĕпе çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен тата йывăр шăпаллă ачасене çу кунĕсенче ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе вăйсене пĕрлештернĕ. Центра пынисене консультаципе, профориентаци пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ, рынокри лару-тăрупа паллаштарнă. Комиссире учетра тăракан 4 тата йышлă çемьери 69 çамрăка ĕçе йышăннă.

Профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă, пуçласа ĕç шыракан 18-20 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа та çапла майпах хÿтĕлетпĕр. Кăçал 3 çынна вăхăтлăх вырнаçтартăмăр.

Унсăр пуçне служба органĕ янипе 22 çынна Раççейĕн ытти регионĕнче йышăннă.

- Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирес тĕллевпе палăртнă хушма мерăсем ăнăçлă пулнине палăртрăр. Вĕсен витĕмне мĕнре куратăр?

- Кăçал вĕсемпе килĕшÿллĕн палăртнă мероприятисене 13 çын хутшăнма пултарчĕ. Тĕслĕхрен, ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ тата ĕçе таврăнас шухăшлă 8 хĕрарăм професси илчĕ, тепĕр специальноçе хăнăхрĕ, квалификацие пуянлатрĕ. Çиччĕшĕ хăйсене юрăхлă ĕç тупрĕ те ĕнтĕ.

3 инвалида тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕнчен 2-не вырнаçтарнă, вĕсем валли ятарлă оборудовани вырнаçтарса тăкакланнăшăн 5 предприятие компенсаци тÿленĕ.

Центрта учетра тăракан 3 çын харпăр хăй ĕçне йĕркелерĕ: пĕри парикмахерски уçрĕ, тепри сурăх ĕрчетме тытăнчĕ, виççĕмĕшĕ туй кĕпи çĕлеме пикенчĕ.

- Районта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерессине эсир, асăннă служба центрĕн ертÿçи, мĕнлерех хаклатăр?

- 2014 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕрсен йышĕ 44 çын пулнă. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăйпитти ÿсĕмри граждансен хисепĕпе шайлаштарсан 0,52 процентпа танлашнă. Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ /пĕр ваканси пуçне центрта учетра тăракансен йышĕ/ кăçалхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,32 единица пулнă, урăхла каласан 1 çын пуçне 4 вакансие яхăн тивнĕ.

Ĕç рынокĕнче паян çĕнĕлле ыйтаççĕ. Пĕр енчен, професси хăнăхăвĕ пысăк тата опытлă специалистсем тĕлĕшпе ваканси шучĕ ÿссе пырать. Тепĕр енчен, экономика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăм тĕсĕнче ваканси хисепĕ пĕр килмест: е пысăкланать, е пĕчĕкленет. Хальхи вăхăтра ялхуçалăхĕнче вăй хуракансем, строительсем, курттăм тата вак суту-илÿре тăрăшакансем кирлĕ.

Умри тĕллевсене пурнăçласси иккĕлентермест: коллектив туслă та пултаруллă, партнерсем шанчăклă, Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿлĕхĕ кулленхи пурнăçра пулăшса-вĕрентсе пырать. Вĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе чунран саламлатăп, ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленсе пырасса шанатăп.

- Иван Михайлович, хăвăра та Раççей Ĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тумашкăн ырлăх-сывлăх сунатпăр.

- Тавах.

Валентина СМИРНОВА

калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.