Archive - 11 Раштав, 2014

11 Раштав, 2014

"Тантăш", 50 /4412/ №, 2014, декабрь, 11

Кашни сăмахĕ - ахах пĕрчи. Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнче çуралса ÿснĕ Ангелина Иосифовна Белова мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.

«Чĕлĕм туртнин мĕн усси пур?..» Н.В.Шупуççыннин «Чĕлĕм» сăвви тăрăх

11 Раштав, 2014

Кашни сăмахĕ - ахах пĕрчи

Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнче çуралса ÿснĕ Ангелина Иосифовна Белова мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа юлташĕсемпе час-час шкулла вылянă. Хăш чух педагог вырăнĕн-че пулса ачасене диктант çыртарнă, задачăсемпе уравненисем шутлаттарнă.

11 Раштав, 2014

«Чĕлĕм туртнин мĕн усси пур?..»

(Н.В.Шупуççыннин «Чĕлĕм» сăвви тăрăх)

Николай Васильевич Шупуççынни (Васильев) XX ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш литератури историйĕнче палăрнă поэт. Вăл ку тапхăрти чăваш поэзине «Хитре Чĕкеç» сăвăлла юмах, «Янтрак янравĕ», «Пĕтелмей», «Вĕри çĕлен» поэмăсем тата ытти хайлавсем çырса кĕнĕ.

11 Раштав, 2014

Хĕл Мучие пирĕнтен - парне

Ачасем кăна парнешĕн савăнаççĕ тетĕр-и? Çук! Аслисем те кĕçĕннисенчен парне илсен тем пекех хĕпĕртеççĕ. Çĕнĕ çул умĕн вара пушшех те. Уйрăмах пирĕнтен кашни чăтăмсăр кĕтекен Хĕл Мучи парнешĕн хавас.

11 Раштав, 2014

Пĕтĕм тĕнчери футбол кунĕ

Икĕ пин те пилĕкçĕре яхăн çул каяллах Авалхи Грецире тата Римра футболла выляни паллă. Çулсеренех декабрĕн 10-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери футбол кунне уявласси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Пин-пин çыншăн вăл вăйă çеç мар, хăйне евĕр пурнăç та. «Мечĕк тапасси» çинчен пĕрремĕш хут асăннине Китай çырăвĕсенче тупнă, вăл пирĕн эрăчченхи иккĕмĕш пинçуллăха лекет. Çак вăййа ун чухне Цу Чю тенĕ, ку «урапа тĕкесси» тенине пĕлтерет. Футболла выляни Китай салтакĕсене кĕлеткене çирĕплетме пулăшнă имĕш.

11 Раштав, 2014

Минăсем сирпĕнеççĕ... П.БЕРЕЗНЯК

- Анне, уç-ха алăка. Эпĕ ку, - илтĕнчĕ ача сасси чÿрече айĕнчен.

Алăк чĕриклетрĕ те пысăках мар, имшеркке арçын ача пÿрте кĕрсе тăчĕ.

Сĕм çĕрле. Пăч тĕттĕм. Çапах та кил хуçисем çутă çутмарĕç. Арçын ача шăппăн сывлăх сунчĕ. Хăйне сыхă тытрĕ вăл, урисем ывăннă пулин те ларма хăяймарĕ. Темĕнле выртса канас килсен те хăйне лĕнчĕрленме памарĕ. Кĕске калаçу хыççăн пÿртрен тухрĕ.

- Ну, юрĕ, ан кулянăр...

Темиçе минутран вăл анкартинче пусма тупса аслăк çине хăпарса выртрĕ, хăйĕнпе юнашар гранатисемпе наганне хучĕ. Çав арçын ача - Алеша Антонюк.

11 Раштав, 2014

Атте туйра мар, вăрçăра пуç хунă...

Çулласерен тăван тăрăха, Куславкка районĕнчи Çĕньяла, васкать Зоя Ивановна Васильева. Çапла унта вăл кĕркуннечченех пурăнать, хĕл каçма вара Шупашкара каять. Халь те акă тинтерех çеç таврăнчĕ. Акă çав кун та урамра лапка-лапка юр çунине пăхса фкиленме чÿ-рече умне пырса тăчĕ.

11 Раштав, 2014

Çӳллĕ иккен Хусан хӳмисем. Куçма ТУРХАН

Аслă князь хăйĕн патĕнче çичĕ çула яхăн службăра тăнă Едигера, ун сăн-питне, ун сăмахĕсене аса илме тăрăшать. Мĕнле этемччĕ-ха вăл пÿ-сийĕпе, пичĕ-куçĕпе, мĕн пур курăмĕпе? Вăтам пÿллĕ хытканка кăна çынччĕ пулас. Куçĕсем хăйĕнпе калаçакан çынран тархасласа тем ыйтнă пек пăхатчĕç. Кулнă чухне вăл ялан шап-шур вĕтĕ шăлĕсене кăтартатчĕ. Çине Едигер Гирейсем пек пулас тесе аркине ылтăн хăю тыттарнă кăвак халат тăхăнатчĕ. Унăн ашшĕ, Касум, çирĕм çул каялла Астрахане илнĕ чухне вилнĕ тетчĕç. Пĕр çулхине Едигер Хусан патне похода та ермешсе пычĕ.

Pages