- Чăвашла верси
- Русская версия
Кашни сăмахĕ - ахах пĕрчи
Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнче çуралса ÿснĕ Ангелина Иосифовна Белова мĕн пĕчĕкрен вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа юлташĕсемпе час-час шкулла вылянă. Хăш чух педагог вырăнĕн-че пулса ачасене диктант çыртарнă, задачăсемпе уравненисем шутлаттарнă.
Пĕлÿ çуртĕнче пĕрремĕш хут чăваш чĕлхи урокĕ иртнине паянхи кун та хавхаланса аса илет хастар учитель.
- Шăнкăрав янăрарĕ те класа вĕрентекен кĕрсе тăчĕ. Надежда Алексеевна Дмитриева çепĕç чĕлхипе çĕнĕ тема ăнлантарни çав тери кăмăла кайрĕ. «Чăнах, эпĕ те педагог профессине алла илетĕпех!» - тесе çирĕппĕн шухăшларăм ун чухне, - тет учитель.
...Паян Ангелина Иосифовна Сос-новка шкулĕнче вăй хурать. Кунта 28 çул кĕçĕн классене вĕрентет вăл. Паян вара пĕрремĕшсемпе виççĕмĕшсене ăс парать хастар педагог.
- «Тетте» журнала питĕ юрататпăр эпир. Унпа урокра та усă куратпăр. Пĕтĕм хавхаланупа страницăсене уçса унта мĕн пуррипе паллашатпăр. Малашне хамăр та журналпа тачă çыхăну тытасшăн. Сăвă-калав çырма, ÿкерме юратакансем редакци валли хулăн конверт хатĕрлес тĕллевлĕ. Ара, вĕсем те хăйсен ĕçĕсене «Теттере» курасшăн-çке, - тет ачасене чунтан юратакан Ангелина Иосифовна.
Шăпăрлансем хисеплеççĕ класс ертÿçине. Акă малти парта хушшинче ларакан Даша Петрова та хăйĕн юратнă педагогĕ пек хастар пулма ĕмĕтленет.
- Пĕрремĕшĕнче çеç пулин те, халех пысăк çын пулас тĕллевпе хăпартланатăп. Кашни урокрах Ангелина Иосифовна вĕрентсе каланă ырă сăмахсене ăша хыватăп, - мăнаçланать хĕрача хавассăн. - Ÿссен, тен, художник пулăп-и, тен, писатель е поэт?
Украинăран куçса килнĕ Диана Радченко та хаваслă. Килĕшет ăна Чăваш Ен. Халĕ ĕнтĕ унăн тус-юлташ кăна мар, хаклă вĕрентекенĕ те, Ангелина Иосифовна, пур.
- Хамăр класс ачисене пурне те юрататăп. Туслă пулма вара пире Ангелина Иосифовна вĕрентет. Вăлах аслисемпе ваттисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма ăс парать. Унăн кашни сăмахĕ пирĕншĕн - ахах пĕрчи, - тет хĕрача пĕтĕм кăмăлтан.
- Çĕнĕрен çуралсан та - паян та çак профессиех суйланă пулăттăм, - çирĕп- летет хăй сăмахне кĕçĕн классене вĕрентекен Ангелина Иосифовна.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Муркаш районĕ,
Сосновка шкулĕ.
Комментари хушас