Archive - 18 Раштав, 2014
"Тантăш", 51 /4413/ №, 2014, декабрь, 18
«Тетте» те çырăнчĕç, «Тантăша» та манмарĕç...
Çĕршывăн пĕчĕк хуралçисен пысăк ăмăртăвĕ
Курав чуна хавхалантарать, çунатлантарать
Асра юлнă çулçÿрев
«ТĂВАН ЯЛĂМ ÇАПЛА ПУÇЛАННĂ» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
2014 çулта Культура çулталăкне халалланă «Тăван ялăм çапла пуçланнă» конкурс декабрь (раштав) уйăхĕн 1-мĕшĕччен пычĕ. Чăваш Республикин шкулĕсенче вĕренекен «Тантăш» хаçат тусĕсем, çамрăк таврапĕлÿçĕсем, пултарулăх ăмăртăвне паха хайлавсем ярса пачĕç. Эпир вĕсене хаçатра номертен номере пичетлесе пытăмăр, пичетлесе ĕлкĕрейменнине малашне пичетлĕпĕр.
Яккушкăнь пуласлăхĕ пăшăрхантарать
Яккушкăнь - Выл юханшывĕн-чен виçĕ-тăватă çухрăм хĕвел-анăçнерех, унăн йÿппин сулахай çыранĕнче вырнаçнă виçĕ урамлă ял. Архив докуменчĕсенче ун çинчен пуçласа 1858 çулта асăнни паллă.
Якку текен çын хăйĕн ушкăнĕпе пирĕн ял вырăнне килсе тухнă. Питĕ килĕшнĕ вĕсене çакăнти вырăн. Юнашарах Кушлавăш шывĕ юхса выртнă. Выльăх-чĕр-лĕх çÿретме çырми-çаранĕ те çителĕк- лĕ. Якку ушкăнĕ çакăнта пурăнма тытăннă. Кĕçех кил йышĕ те 28-ра çитнĕ. Унта 230 çын пурăннă. Тыр-пул акса çитĕнтермешкĕн 456,8 гектар çĕр, вутă пуçтармашкăн 18,3 гектар вăрман пулнă.
Минăсем сирпĕнеççĕ... П.БЕРЕЗНЯК
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте).
Ăста диверсант
Алеша - отрядри чи лайăх минерсенчен пĕри. Диверси ушкăнĕн пĕр ĕçĕ те унсăр иртмест. Хăш чухне вăл йывăр лару-тăрăва та леккелерĕ, анчах ăна яланах тавçăрупа харсăрлăх пулăшрĕç.