Archive - 23 Раштав, 2014
"Хыпар", 244 /26650/ №, 2014, декабрь, 23
Программа ăнăçлă пурнăçланать
Çутăпа ăшăсăр пурнăç çук
Сас-хурана итлесе лару-тăрăва çивĕчлетмелле мар
Декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференци мелĕпе муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.
Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - валюта рынокĕнчи тата финанс тытăмĕнчи ансат мар лару-тăру тĕрлĕ сас-хура çуратнă, вăл обществăри кăмăл-туйăма витĕм кÿрет. Уйрăммăн илсен, тĕрĕс мар информацие пула хуратул тата ытти кĕрпе питĕ нумай туянма пуçланă, банксен карточкисемпе çитес вăхăтра усă курма чараççĕ тесе сăмахланипе банкоматсен умĕнче черетсем ÿссе кайнă.
Общество çирĕп пулсан кирек мĕнле йывăрлăх та парăнать
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе тата тĕп редакторĕсемпе тĕл пулнă.
Пысăк калаçу пуçланиччен малтан полпред журналистсене хăй ертсе пыракан аппаратăн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
Хресчене 2015 çулта мĕн кĕтет?
ЧР Ялхуçалăх министерстви çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынипе пухăннисем патшалăх пулăшăвĕ агропромышленноç комплексне кăçал мĕнле пулăшу кÿнине, 2015 тата малаллахи çулсенче республика хыснинчен нухрат ытларах уйăрма май пуррине пăхса тухнă. Министр заместителĕ Ирина Кошкина çирĕплетнĕ тăрăх - АПКна кăçал 2453,6 млн тенкĕ парĕç, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1620,5 млн, республика хыснинчен - 833,1 млн тенкĕ.
Ĕç укçине пĕрисем ÿстернĕ
Теприсем чакарнă
ЧР Ялхуçалăх министерствинче АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнусене çийĕнчех хак паракан Правительство комиссийĕ çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта ялхуçалăх организацийĕсенче вăй хуракансене куллен шухăшлаттаракан ыйтăва - ĕç укçи парассине - пăхса тухрĕç. "Вăл экономикăри конкуренцие çĕнтерекен аграри секторĕ тăвас, производство тухăçне ÿстерес, АПКна пысăк квалификациллĕ специалистсене явăçтарас ĕçре стратеги тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ", - терĕ Сергей Павлов министр.
Самана бюджета улшăнусем кĕртет
Бюджета кăна та мар
Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн çирĕм улттăмĕш сессийĕ уçăличчен икĕ кун маларах РФ Федераци Канашĕнчен çак суйлаври депутатсенчен Сенат йышне кĕнĕ, 2012 çулхи июль уйăхĕнченпе çÿлти палатăн наука, вĕренÿ тата культура комитетĕнче вăй хунă Галина Николаева хăйĕн ирĕкĕпе сенатор тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахни çинчен хыпар çитрĕ.