Хресчене 2015 çулта мĕн кĕтет?

ЧР Ялхуçалăх министерстви çумĕнчи Общество канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынипе пухăннисем патшалăх пулăшăвĕ агропромышленноç комплексне кăçал мĕнле пулăшу кÿнине, 2015 тата малаллахи çулсенче республика хыснинчен нухрат ытларах уйăрма май пуррине пăхса тухнă. Министр заместителĕ Ирина Кошкина çирĕплетнĕ тăрăх - АПКна кăçал 2453,6 млн тенкĕ парĕç, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 1620,5 млн, республика хыснинчен - 833,1 млн тенкĕ. Декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне çак суммăран 1980,9 млн тенкине /çулталăкри лимитăн 80,7%/ ĕçе кĕртнĕ, вăл шутра федераци хыснинчен - 1318,1 млн /83%/, республика бюджетĕнчен - 662,8 млн /79,6%/.

Ялхуçалăх ĕçченĕсем кăçал декабрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 7,6 млрд тенкĕлĕх /пĕлтĕрхин 115,5 проценчĕ/ кредит илнĕ, вăл шутра инвестицилли - 2,6 млрд тенкĕлĕх /3,4 хут нумайрах/.

Инфратытăма ялта лайăх аталантарни республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика политикин приоритечĕ шутланать. Ял территорийĕсене 2020 çулччен пĕр тикĕс аталантарма йышăннă программăпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсене республика хыснинчен кĕмĕл чи малтан социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тума уйăрĕç. Çав тăрăхсенче производство кал-кал аталанать, инвестици проекчĕсене тĕллевлĕ тата вăраха ямасăр пурнăçлаççĕ /2006 çултанпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче - 214, вăл шутра кăçал - 12/.

Ял çыннин пурнăç условийĕ çулсерен лайăхланать. Юлашки 12 çулта 7720 çемьене хăтлă кил-çуртпа тивĕçтернĕ, вăл шутра 1589 çамрăк çемьене тата çамрăк специалиста - социаллă пурнăç аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн.

Çитес çул хресчене мĕн кĕтет? Патшалăх 2015 çулта та палăртнă çул-йĕре çирĕп тытса пырĕ. 2015-2017 çулсенче продукци тирпейлекен тата вырнаçтаракан потребкооперативсем йĕркелеме, пурлăх-техника никĕсне вăйлатма тата модернизацилеме, çавăн пекех ÿсен-тăран сорчĕсене лайăхлатмашкăн пурлăхпа техника никĕсне вăйлатма тата паха вăрлăх хатĕрлекен заводсем тума 5-шер млн тенкĕлĕх грантсемпе пулăшĕ.

Çĕнĕ çулта республикăна федераци бюджетĕнчен АПКна тĕллевлĕн аталантарма 148,2 млн тенкĕ парĕç, вăл шутран ăратлă выльăх ĕрчетме - 31,7 млн /кăçалхинчен 24,4% ытларах/, элита вăрлăх туянма - 15 млн /40,6% нумайрах/, улма-çырла сачĕсем тунă чухне пулакан тăкаксене саплаштарма - 2,8 млн тенкĕ /3 хут ытларах/, ытти те. 2015 çулта хресчене пулăшма республика хыснинче 807,21 млн тенкĕ /2014 çулхи лимитран 16,6% нумайрах/ пăхса хăварнă.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.