Программа ăнăçлă пурнăçланать
Декабрĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Республикăн адреслă инвестици программине кăçалхи 11 уйăхра мĕнле пурнăçлани çинчен экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин каласа панă. 2014 çулта программа валли мĕнпур шайри бюджетсенчен 5,8 млрд тенкĕ уйăрнă, ку пĕлтĕрхинчен 10% нумайрах. Çав шутра федераци бюджетĕнчен панă субсидисем 3 млрд тенкĕпе танлашнă - иртнĕ çулхинчен 700 млн тенкĕ пысăкрах. Программăна пурнăçласа шкулчченхи 6 вĕренÿ заведенине, 23 фельдшер-акушер пунктне, физкультурăпа спортăн 6 объектне, çавăн пекех Çавал çинче çурхи ейÿрен хÿтĕлекен сооруженисене хута янă.
Республика Пуçлăхĕ туса пĕтернĕ объектсен финанспа отчет документацине парассине хăвăртлатма сĕннĕ, çакă подрядчиксене бюджет укçине вăхăтра тата туллин куçарса пама кирлĕ.
ЧР Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова 2014 çулта республика валли таварсем туяннин, ĕçсем пурнăçланин кăтартăвĕсене пĕлтернĕ. Контракт системине ĕçе кĕртнĕ май ырă туртăмсем пур. 5064 хут тавар туяннă, çав шутра 97,4% - электрон мелĕпе йĕркеленĕ аукционсем урлă. Пĕрлехи 148 суту-илÿ бюджет укçине контрактсен малтанхи хакĕсен 15,4% чухлĕ перекетлеме май панă. Пĕтĕмпе кăçал бюджетăн 488,5 млн тенкине перекетленĕ.
100 млн тенкĕрен хаклăрах мĕнпур саккаса обществăпа сÿтсе явассине тивĕçтернĕ. Пĕртен-пĕр поставщикрен тавар туянассине 39,8-тан /2011 ç./ кăçал 13% таран чакарма пултарнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан саккасçăсем тĕлĕшпе çăхавсен шучĕ те икĕ хут чакнă.
Михаил Игнатьев асăннă сферăри улшăнусене ырласа хакланă. «Электрон мелĕпе йĕркелекен аукционсен шучĕ ÿснĕ, суту-илĕве республика бизнесĕ анлăрах хутшăнать, конкуренци шайĕ çĕкленчĕ, бюджет укçи перекетленет. Çакă суту-илÿ процедури уçăрах, бизнес-пĕрлĕхшĕн меллĕрех пулнине кăтартать. Патшалăх тата муниципалитет службинчи çынсемшĕн çакнашкал принциплăх тĕп вырăнта пулмалла», - тенĕ Михаил Васильевич. Вăл министрсене, муниципалитетсен пуçлăхĕсене хаксем сăлтавсăрах ÿсесрен сыхланас тĕллевпе апат-çимĕç, эмелсем туянассине çирĕпрех сăнаса тăма хушнă.
Канашлура çавăн пекех бюджет сферин организацийĕсенче пенси тата медицина страхованийĕн тÿлевĕсене мĕнле хывнине пăхса тухнă. Пĕтĕмпе Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕсен бюджетне декабрĕн 17-мĕшĕ тĕлне 15,6 млрд тенкĕ /çулталăк планĕн 94,7%/ тупăш кĕнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 103,1%. Пенси страхованийĕ тĕлĕшпе парăм 1,4 млрд тенкĕ капланнă, çав шутра 110,5 млн тенкĕ - «САВВА» компанисен ушкăнĕнчи «Атăлçи пир-авăр компанийĕ» АУО предприятийĕсен тÿпи. Вĕсем тĕлĕшпе конкурс производствин процедурине пуçарнă.
Д.ВОЛКОВ