Самана бюджета улшăнусем кĕртет
Бюджета кăна та мар
Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн çирĕм улттăмĕш сессийĕ уçăличчен икĕ кун маларах РФ Федераци Канашĕнчен çак суйлаври депутатсенчен Сенат йышне кĕнĕ, 2012 çулхи июль уйăхĕнченпе çÿлти палатăн наука, вĕренÿ тата культура комитетĕнче вăй хунă Галина Николаева хăйĕн ирĕкĕпе сенатор тивĕçĕсене пурнăçлама пăрахни çинчен хыпар çитрĕ.
Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Галина Григорьевнăна пуçаруллă, тăрăшуллă ĕçшĕн тав тунă, Хисеп хучĕпе чысланă. Тÿрех ыйту çуралать: «Мĕншĕн ĕçрен каять-ха Чăваш Республикин ĕç тăвакан патшалăх влаç органĕн тĕп хуламăрти представителĕ?» Унăн хуравне тупас тесе сесси умĕн чăваш парламенчĕн темиçе депутачĕпе калаçрăм. Нихăшĕ те чунне уçмарĕ, пĕри вара: «Эсĕ журналист вĕт, мĕн те пулин шухăшласа туп», - терĕ çеç. «Мĕн те пулин шухăшласа» кăларас килмест манăн, халăха чăнлăха пĕлтересшĕн çеç.
Чăн хуравсăр ыйту хыççăнах тепĕр ыйту тупăнчĕ: сесси Чăваш Енĕн паллă спортсменне, çуллахи Олимп вăййисен призерне, тĕнчен темиçе хут чемпионне Ирина Калентьевăна депутат мандачĕсĕр хăварнипе уçăлчĕ. Вăл та депутат тивĕçĕсенчен «хăйĕн ирĕкĕпе» хăтарма ыйтнă иккен. Чăнах, тăтăш сборсенче пулнă май Ирина Николаевна сессисенче питĕ сахал пулатчĕ, миçе хут хутшăннине шутласа кăларма алăри пÿрнесем те çитетчĕç. Çапах та депутат полномочийĕсене пурнăçламалли вăхăт питех нумай юлманнине шута илсен...
Сесси вĕçĕ те тĕрлĕ ыйту хускатакан, сас-хура çуратакан самантпа палăрса юлчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Князев хăйне харăсах икĕ тивĕçрен - спикер çумĕнчен тата комитет ертÿçинчен - хăтарма ыйтса хут çырнă. Хăйĕн ирĕкĕпе. Ку хыпар Анатолий Пантелеймоновичăн ĕçтешĕсемшĕн те кĕтмен хыпар вырăннех пулчĕ ахăртне. Тĕрлĕ фракцири депутатсем пĕр шухăшлăн çакăн сăлтавне ăнланасшăн пулчĕç. Ыйтса çырнине каялла илме сĕнекен те тупăнчĕ. Анатолий Пантелеймонович хăй, паллах, мĕншĕн çапла шухăш тытнин сăлтавне уçмарĕ, анчах сăмахĕ çинче çирĕп тăнине палăртрĕ. Ĕçтешĕсен вара ирĕксĕрех ăна асăннă должноçсенчен хăтармашкăн сасăлама тиврĕ. «Çирĕп кăмăллă, принциплă депутат, уçă чунлă çын, тайгара та йĕрке тума пултаракан пуçлăх» /çапла хакларĕç ăна хÿтĕлекенсем/ кăшт маларах фракци ертÿçин тилхепине хăй ирĕкĕпе «çухатнăччĕ».
Малтанласа депутатсем сессин кун йĕркин 30 ыйтăвĕшĕн сасăланăччĕ. А.Князев «ыйтăвĕ» тепĕр икĕ ыйту хуштарчĕ: «Бюджет комитечĕн председателĕ çинчен» тата «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ çинчен». Пушаннă вырăна /вырăнсене/ кам йышăнассине сасăличченех чухлама пулатчĕ ĕнтĕ: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ И.Кушев депутат хăйĕн вырăнĕнчен хăтарма ыйтса хут çырнăччĕ ĕнтĕ. Игорь Анатольевича Бюджет комитечĕн председателĕ пулма çирĕплетрĕç. Сăмах май, сесси вĕçĕ мĕнле хĕрÿ иртнине ăнлантарма кирлĕ маррине туйсах тăратăп.
Сессире ытти ыйтăва çийĕнчех иккĕмĕш вулавпа йышăнса пычĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ федераци саккунĕсемпе шайлаштарассипе, улшăнусемпе хушăмсем кĕртессипе çыхăннă. Иртнĕ сессирен хальхине куçнисене тÿрлетÿ таблицисемпе юридици вăйĕ пачĕç. Пĕлтерĕшлисен йышĕнче - Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсиди уйăрасси* социаллă пулăшăвăн переченьне çирĕплетесси* кашни çын пуçне тÿлевсĕр социаллă пулăшу памалли виçене палăртасси* уйрăм категорири çынсене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси* обществăри йĕркелĕхе сыхлакан ирĕклĕ дружина /ДНД/ хастарĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси* тытса чарнă автотранспорта ятарлă вырăна илсе çитересси тата упрасси, çул-йĕр тăкакĕсемпе управшăн мĕнле виçепе саплаштарасси, транспорт хатĕрне хуçине тавăрса парасси: халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтересси* суйлавпа референдум саккунне хушăмсем кĕртесси тата ытти те. Хăш-пĕр ыйту тавра тавлашу самаях çивĕч пычĕ пулин те депутатсем пурне те сасăласа йышăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ алă пуснă кунран вăя кĕреççĕ вĕсем.
Пĕр саккуна тепринчен пĕлтерĕшĕпе уйăрма йывăр. Çапла туни - айванлăх та, мĕншĕн тесен вĕсем кашниех пирĕн пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ. Çапах эпĕ Чăваш Республикин «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа палăртнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе çыхăннăран пурпĕрех ыттисен умне кăларнă пулăттăм. Финанс ыйтăвĕ тĕнчипех арпашăнса кайнă тата укçа йÿнелсе /инфляци шайĕ ÿссех пырать-çке/ пынă тапхăрта тата политикăри лару-тăру çăмăлах маррине пула малашлăха палăртма йывăр килнине шута хурса калăплама тăрăшнă çитес виçĕ çулхи бюджета.
Унпа, финанс министрĕн Светлана Енилинăн васкавлăн Мускава тухса кайма тивнĕрен, Светлана Александровнăн заместителĕ Фарида Муратова тĕплĕ паллаштарчĕ, бюджетăн кашни статйи çинче чарăнса тăчĕ. Тÿрех каламалла: çулталăк вĕçĕпе çитес çулăн пуçламăшĕ пĕртте çăмăл килмĕç. Хăçанччен тăсăлĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă арпашуллă вăхăт? Кăна никам та уçăмлă калаймĕ. Çавăнпах-и, тен, виçĕ çулхи бюджетăн малтанхи тапхăрĕ питĕ «хухнă». Федераци хыснинчен республикăна тавăрса памалла мар килекен траншсен шучĕ те, калăпăшĕ те чакнă иккен. Çапах та Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн декабрĕн юлашки кунĕсенче уйăракан укçа-тенкĕ хисепĕ пĕчĕкех мар. Вăл 1008,8 млн тенкĕне капашать. Вăл шутра - бюджетăн балансне тытса тăма - 238,7 млн /çулталăк пуçланнăранпа - 1527,3 млн/ тенкĕ. Тата агропромышленноç комплексне пулăшма, тĕрлĕ тăкака саплаштарма, проект тата тĕпчев ирттерме, регионăн тĕрлĕ программине пурнăçлама, элита вăрлăх туянма. Çавăн пекех ытти тĕллевпе те.
Республика бюджечĕн кăçалхи тăкак пайĕ пĕтĕмĕшле 403,2 млн тенкĕлĕх ÿсĕ. Ку пĕтĕмĕшле хисеппе мĕн тĕллевпе усă курни çинчен уйрăммăн каламасăр пысăк пайĕ вĕренÿ учрежденийĕсен объекчĕсем тума /20,8 млн тенкĕ/, физкультурăпа спорта аталантарма /4,8 млн/, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт объекчĕсене тĕпрен юсаса хăтлăлатма кайнине палăртмасăр хăвараймăн. Çавăн пекех Шупашкарти аэропорта юсама, Чăваш Енĕн Транспорт министерствине граждансене социаллă пĕлтерĕшлĕ маршрутсемпе турттарма, газпа ĕçлекен çĕнĕ автотранспорт туянма уйăрĕç.
Кĕскен каласан, республика бюджечĕн кăçалхи параметрĕсем çапла пулĕç: тупăш тĕлĕшпе - 37064,4 млн тенкĕ, ÿсĕм - 14,4%* тăкак пайĕ - 41216,8 млн тенкĕ, ÿсĕм - 15,9%* дефицит - 4152,2 млн тенкĕ, 82,6 млн тенкĕлĕх сахалрах.
Фарида Халиковна кашни депутатăн ыйтăвне хуравлама тăрăшрĕ пулин те хăш-пĕринпе пурпĕрех «такăнчĕ». Республикăри ĕç тăвакан влаç тытăмĕ ĕç тухăçлăхĕпе çĕршывра 14-мĕш вырăн йышăнса тивĕçнĕ хавхалантару премине малтан палăртнă пек Шупашкарти ача сачĕ тума яман иккен. Ăçта тата мĕн тĕллевпе усă курнипе е ăна хăш счет çинче тытнипе кăсăклансан министр заместителĕ тÿрех хурав тупаймарĕ, вăхăт иртсен тин: «Вăл укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă», - теме пултарчĕ. Çиелтен панă хурав депутатсене тивĕçтермерĕ, министртан ыйтма тĕв турĕç. Тепĕр ыйтăвăн та хуравĕ уçăмсăр пулчĕ. Акă, Шупашкарти Пăр керменне кăçал туса пĕтерсе хута яма палăртнине пурте пĕлеççĕ ахăртне. Анчах «шаннă кайăк йăвара пулмасть» иккен - «Газпром» общество хăйĕн сăмахне туллин тытманнипе сăлтавлама хăтланчĕ министр çумĕ. Мĕншĕн укçа-тенкĕпе тивĕçтерме чарăннин сăлтавне тĕпчемелле иккен...
Юрий ЛИСТОПАД