Комментари хушас

23 Раштав, 2014

Ĕç укçине пĕрисем ÿстернĕ

Теприсем чакарнă

ЧР Ялхуçалăх министерствинче АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнусене çийĕнчех хак паракан Правительство комиссийĕ çумĕнчи ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта ялхуçалăх организацийĕсенче вăй хуракансене куллен шухăшлаттаракан ыйтăва - ĕç укçи парассине - пăхса тухрĕç. "Вăл экономикăри конкуренцие çĕнтерекен аграри секторĕ тăвас, производство тухăçне ÿстерес, АПКна пысăк квалификациллĕ специалистсене явăçтарас ĕçре стратеги тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ", - терĕ Сергей Павлов министр.

Ялхуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина доклад турĕ. Раççейри ял, вăрман, сунар хуçалăхĕнче тăрăшакансен кăçалхи 9 уйăхри шалăвĕ - 18954, республикăн 10 уйăхри кăтартăвĕ 12657 тенкĕпе /пĕлтĕрхи çав хушăринчен 16,3% пысăкрах/ танлашнă. Уйрăмлăх самаях. Сăлтавне мĕнпур шайри влаç органĕсене юлашки 4 çулта ертсе пынисен ĕç-хĕлĕнче шырани тĕрĕс мар. Вăл совет тата çĕршывăн çĕнĕ тапхăрĕнче ЧР агропромне хывнă тĕп хăватсемпе тачă çыхăннă. Вĕсем чылай регионта пирĕннинчен вăйлăрах, çавăнпа ĕç укçи нумайрах тÿлеççĕ.

Асăннă категорин вăл кăçал пĕлтĕрхинчен нумай ÿснине, ЧР Ялхуçалăх министерстви ыйтăва çулталăк тăршшĕпех куçран вĕçертменнине, шалăва хăпартассишĕн райадминистрацисенчен çирĕп ыйтнине палăртас килет. Иртнĕ çулсенче хресченсен шалăвĕ ЧР экономикинче вăй хуракансен вăтам ĕç укçинчен /кăçалхи 9 уйăхра 20336 тенкĕ/ чылай пĕчĕкрехчĕ. Кăçал çак уйрăмлăх татах пĕчĕкленчĕ. Палăртнă тапхăрта аграрисен шалăвĕ Чăваш Ен экономикинче тăрăшакансен ĕç укçин 62,2% чухлĕ пулнă. "Пире 37,8% сахалрах тÿлеççĕ! Тан пама çук-и?" - тейĕç АПК хастарĕсем. Шел те, ĕçшĕн хавхалантарас енĕпе хресченсене промышленноç предприятийĕсенче вăй хуракансемпе танлашма йывăр. Сăлтавĕ нумай ыйтупа çыхăннă.

Пирĕн аграрисем шалу енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи 14 регионтан Оренбургпа Саратов облаçĕсенчен иртсе 12-мĕш вырăна йышăннă. Çак кăтарту савăнтармасть паллах. Ĕç укçи ÿсĕмĕ чи пысăк пулнăран округра эпир - 1-мĕш.

Шалу Шупашкар районĕнче /18331 тенкĕ/, Çĕрпÿ тăрăхĕнче /13748/ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен чылай пысăкрах. Ĕç укçи иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен Патăрьелсен - 33,8%, Элĕксен - 26,9, Йĕпреçсен - 25,8, Сĕнтĕрвăррисен - 22,7, Комсомольскисен - 22%, Улатăрсемпе Вăрмарсен 6,1 тата 2,2% çеç ÿснĕ, Куславккасен 4,1% чакнă.

ЧР Министрсен Кабинечĕ пурăнма кирлĕ укçа виçине кăçалхи III квартал валли 7230 тенкĕ çирĕплетнĕ. 31 организаци кашни уйăхра çакăнтан сахалрах тÿленĕ. Кун пекки Йĕпреçсен - 10, Канашсен - 3, Çĕмĕрлесен - 2, Улатăрпа Патăрьелсен - 5-шер, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Красноармейски, Муркаш районĕсенче - 1-ер.

Ялхуçалăх продукцийĕ тата унран услам пĕлтĕрхинчен нумайрах туса илнĕ. Организацисен 88,2% тупăшлă ĕçленĕ /пĕлтĕр - 85,3/. Вĕсен вăтам рентабеллĕхĕ 21,3% танлашнă /иртнĕ çулхи асăннă хушăра - 14,3%/.

РФ Правительстви кăçалхи сентябрĕн 30-мĕшĕнче регионсене пулăшмалли йĕркене улшăну кĕртнĕ. Ÿлĕм федераци программисене ялхуçалăхĕнче ăнăçлă пурнăçламасан, уйрăммăн илсен ĕç укçи ЧР Ялхуçалăх министерстви райадминистрацисемпе çирĕплетекен килĕшÿсенче пăхнă чухлĕ тÿлемесен хыснаран уйăрнă субсидие тавăрттарас ыйту лартĕç.

Шалу ытларах парас тесен ĕç тухăçлăхне ÿстермелле. Çакна пурте пĕлеççĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула пурнăçлаймаççĕ. Ялхуçалăхĕнче ĕçлекен кашни çын пуçне продукци республикипе 850 пин ытла тенкĕлĕх туса илнĕ. Çĕмĕрлесем - 166 пин, Улатăрсем - 171 пин, Сĕнтĕрвăррисем 194 пин тенкĕлĕх çеç. Раççей Президенчĕ 2020 çул тĕлне çĕршыври кашни çын пуçне 1,1 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларма тĕллев лартнине шута илсе производство калăпăшне ÿстермеллех.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи хуçалăхсем усламăн - 54%, Улатăрсем - 53%, Çĕмĕрлесем 47% ĕç укçи тÿлеме яраççĕ. Çакă ĕçлесе илекен мĕнпур тупăша бухгалтери докуменчĕсенче кăтартманнине, шалăвăн пĕр пайне конвертпа панине çирĕплетме пултарать. Тулли ставкăпа ĕçлемеççĕ тесе хут çине çырнăран шалу пурăнма кирлĕ укçа виçинчен те сахалрах илекен, штатра 1-2 çын шутланакан, продукци пач туса кăларман, хăшĕ-пĕри хут çине продукци чăннипе туса кăларнинчен чылай нумайрах хатĕрленĕ тесе палăртнă предприяти - 15.

Ларăва ĕç укçи республикăн вăтам кăтартăвĕнчен сахалрах тÿлекен хăшпĕр организаци пуçлăхне чĕнтернĕ. Темиçешĕ хутшăнчĕ, ытларахăшĕ килмен: Правительство çуртĕнче явап тытас темен. Ялхуçалăх организацийĕсенче шалу тÿлессине еплерех йĕркеленипе Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Вăрмар, Элĕк, Муркаш, Патăрьел, Вăрнар райадминистрацийĕсен представителĕсем паллаштарчĕç.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.