Атте туйра мар, вăрçăра пуç хунă...
Çулласерен тăван тăрăха, Куславкка районĕнчи Çĕньяла, васкать Зоя Ивановна Васильева. Çапла унта вăл кĕркуннечченех пурăнать, хĕл каçма вара Шупашкара каять. Халь те акă тинтерех çеç таврăнчĕ. Акă çав кун та урамра лапка-лапка юр çунине пăхса фкиленме чÿ-рече умне пырса тăчĕ. Йывăç çумĕнче ачасем вылянине куç илми сăнарĕ. Хаваслăскерсем патне пĕр арçын пычĕ. Хĕрлĕ калпаклă хĕрача ăна хирĕç чупса пычĕ те ыталаса илчĕ. «Ашшĕ пулас... Эх, эпĕ çак ача пек атте ыта- мĕнче куллен киленсе пурăнаймарăм çав. Тĕрĕссипе, унăн сăнне те астумастăп. Çакăншăн йăлтах ылханлă вăрçă айăплă. Ăна пула пиччепе иксĕмĕр нуши-тертне чылай куртăмăр. Çумра атте пулнă тăк ачалăх та йывăрлăхпа иртмен пулĕччĕ», - терĕ Зоя Ивановна. Чунне пусарас тесе çÿлĕк çинчи кивĕ тĕркеме илсе сĕтел çывăхнерех вырнаçрĕ. Ашшĕн, Иван Кирилловичăн, çырăвĕсене хăй çумне чăмăртарĕ те куçĕсенчен тăварлă куççуль юхса алли çине пăт-пăт тумларĕ...
Иван Кирилловичпа Таисия Федоровна Васильевсем телейлĕ пурăннă. Пăхса ытарайми ачисем, Кольăпа Зоя, çитĕннĕ. Шел, вăрçă тухсан пурнăç йăлтах улшăннă. Кил хуçине ырă пилпе фронта ăсатнă.
Салтак арăмĕн ĕне тытма вăй-хăвачĕ пулман. Çапах тĕпренчĕкĕсене выçă усрас мар тесе качака туяннă. Ир-ирех ачисене тутлă ыйхăран вăратсах ăшă сĕт ĕçтернĕ.
Йывăр пурнăç ассăн сывлаттарнă вĕсене. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман. Çуркуннепе кĕркунне кăна мар, хĕлле те çăпатапах çÿренĕ. Выльăха панă улăм юлашкипе çеç вутă хутнă. Пĕрене хушшине тулнă юр тинех кăшт ирĕлме тытăннă. Кăмака умĕнче хуранпа пĕçернĕ çĕрулмине сĕтел çине лартсан, унăн пăсне пула пасарнă маччаран пăт-пăт шыв тумланă. Анчах пÿрт ăшши вăхăтлăха çеç тăсăлнă, тепрер сехетренех йĕпеннĕ мачча пăрланнă... Пÿлĕме каллех сивĕ сывлăш тулнă.
Инкек çине синкек тенешкел, пĕр кунхине вĕсен кукамăшне машина таптаса кайнă.
- Ах, ачамсем, малашне мĕн курăпăр ĕнтĕ. Кукаму пурăннă чухне çавах самайрахчĕ. Малашне пурнăç тилхепине еплерех тытса пымаллине те пĕлейместĕп. Пĕрех хутчен аçу та çук вĕт, эсир те пĕчĕк. Ах, хăçан ÿссе укçа ĕçлесе илме тытăнăр-ши-и-и! - тесе куçĕсем хĕреличченех хÿхленĕ юратнă амăшĕ.
...Ашшĕн вилнĕ хучĕ килсен амăшĕ татăлса макăрнă.
- Ах, Турă! Йăван, пĕтерчĕ сана тăшман! Пĕтерчĕ-ĕ-ĕ! Ачусене курас ĕмĕтпе хыпса-çунса пурăнаттăн та... пулмарĕ санăн вĕсене ытамна илесси... Пулмарĕ. Ах, çав çĕр çăтман Гитлера! - хÿхленĕ ниçта кайса кĕреймесĕр.
Вăрçă чарăнсан яла арçынсем таврăнма тытăннă. Амăшĕ пушшех куççульленнĕ. Мăшăрĕн çырăвĕсене вула-вула татăлсах йĕнĕ.
- Мĕншĕн санăн, Йăван, тăван тăрăха каялла килме çулу пулмарĕ-ши/ Урасăр, алăсăр е куçсăр пулсан та - эсĕ манăн мăшăр, ачасен ашшĕччĕ-çке! Ах, чунăм тÿсмелле мар ыратать, ăшра вут çунать, - тенĕ чĕтрекен аллисемпе çыру страницисене уçкаланă май.
Унтанпа шыв-шур нумай юхнă. Ĕнтĕ Зоя Ивановна та пенсире.
- «Астăвăм» кĕнеке тухсан тÿрех атте ячĕпе хушаматне шырарăм. Шел, куç тĕлне пулмарĕ. Паттăр салтакшăн темиçе йĕрке шеллени чуна çав тери ыраттарчĕ. Вăл та ыттисем пекех Тăван çĕршывшăн пуç хунă-çке. Ара, туйра мар, вăрçăра ĕмĕрлĕхех куçне хупнă манăн юратнă аттем. Вăл фронта тухса кайнă чухне эпĕ виççĕре çеç пулнă. Ăна пачах та астумастăп. Паян вара маншăн чи хакли - унăн пĕртен-пĕр пысăклаттарнă сăнÿкерчĕкĕпе фронтран килнĕ çырăвĕсем. Урăх... урăх нимĕн те çук, - терĕ Зоя Ивановна тарăн шухăша путса.
«Çырас терĕм çак çырăва...»
«Çырас терĕм çак çырăва Таиç мăшăрăмпа Коля ывăлăма, пĕчĕк хĕрĕме Зойăна тата аннене юратса... Таиç, 4-мĕш числора çырнă çырăва паян çеç, июлĕн 22-мĕшĕнче, илсе вуларăм. Куншăн мĕн тери хĕпĕртерĕм! Тавах.
Пурăнатăп аванах. Хăрамалли ним те çук хальлĕхе. Çавăнпа та ан кулянăр. Таиç, эсĕ ман пата килес ĕмĕтлĕ. Паллах сана хамăн та питĕ курас килет. Паян сире тĕлĕкре куртăм.
Тархасшăн, хăв ĕçне пăрахса инçе çула ан тухсам. Кайран ăçта вырнаçăн/ Кунашкал ĕç урăхран тупаймăн та. Пĕр вырăнтан тепĕр çĕре сиккелесе çÿреме хушмастăп сана. Май килсен посылка ярса параймăр-ши/
Пире кунне виçĕ хутчен яшка, пăтă параççĕ. Пурăнма пулать пек. Мана ачасен сăнÿкерчĕкĕсене ярса парсан та тем пекех хĕпĕртенĕ пулăттăм. Йывăр вăхăтра вĕсем çине пăхса савăнам».
«Кашни ирех почтальонкăна куратăп. Хама çыру парса хăварассăн туйăнать те вăл иртсе кайичченех ăна сăнатăп. Шел, халĕ те сиртен çыру илеймерĕм. Хыпар пĕлес килет пулин те. Час-час сире тĕлĕкре куракан пултăм, савăнатăп вара. Вăрансан чун тÿсмелле мар ыратать. Ара, эпир пĕрле мар-çке. Ну, ывăлăм, Коля, шкулта лайăх вĕрен. Ухмах ан пул. Тăнлисене çеç пурнăçра çăмăл. Хам килте пулнă-тăк сана хутла лайăх вĕрентеттĕм. Анчах ним тума та çук. Çав шуйттан нимĕçĕсем телейлĕ вăхăта туртса илчĕç. Ылханатăп вĕсене. Тен, кам пĕлет, тăван тăрăха чиперех таврăнăп-ха. Ун чухне питех те телейлĕ пулăпăр.
Çĕрулми мĕн чухлĕ кăлартăр/ Хĕл каçмалăх çитет-и/ Эх, пĕррехинче хамăн юратнă çемьепе сĕтел хушшине вырнаçса çĕрулмие уйранпа сыпса çиесчĕ. Çакă манăн чи пысăк ĕмĕт».
«Симĕс хулара, симĕс чăрăш айĕнче питĕ лайăх пурăнатăп. Анчах кашни кун çумăр çăвать. Ниçта тухса кĕме çук. Йăлт шыв, пур çĕрте те. Пахча çимĕçсенчен мĕн акма ĕлкĕртĕр/ Таиç, кирек епле пулсан та колхозра ĕçлеме тăрăш».
«Ачасене чипер пăхса ÿстер. Кольăна шкулта лайăх вĕрентесси пирки те ан ман. Унăн çĕршыва юрăхлă çын пулмалла. Хытăрах тыт эсĕ ăна.
Паян чиперех пурăнатăп, ытти кунхи пирки вара калама пултараймастăп. Сывă пулсан ыран каллех çыру çырма ларăп. Кĕтсех тăрăр».
«Çĕрпÿртре çурта çути ялкăшать. Ĕмĕтре эпĕ килте, сирĕнпе юнашар. Анчах ăшăмра вут çунать. Чăтмалла мар сире курас килет. Шурă хута çыру çырас тесе илтĕм. Чуна пусарас тесе алла ручка тытрăм. Андриян тăванăм пирки шухăшласа та кулянатăп. Вăл ылханлă вăрçăра пуç хунă. Ачисене питĕ шел. Тăлăха юлчĕç, урăх нихăçан та ашшĕ ăшшине туяймĕç вĕсем».
«Пире укçа кирлĕ мар. 420 грамм сухари параççĕ. Икĕ стакан яшка та лекет. Кунта укçапа нимĕн те илес çук. Май пулсан ачасемпе сăнÿкерĕнсе ярса пар-ха. Хам та ÿкерĕнсе ярса панă пулăттăм, анчах кунта фотограф тавраш çук».
«Хальлĕхе лайăхах, ыранхи пирки вара ним калама та пĕлейместĕп. Эпир ăçтине хăвах пĕлетĕн-çке. Темле, хам пурнăçра сире курайăп-ши/ Пĕрре те курассăн туйăнмасть. Таиç, пирĕн иксĕмĕрĕн телее йытă çисе кайрĕ пулĕ терĕм... Пĕлетĕн-и, эпĕ киле таврăнас пулсан манран савăнăçлă çын пулмĕччĕ».
«Çанталăк ăшă, тумла юхать. Манăн ăшăмра вара вут çунать. Ялкăшсах. Сире чунтан-чĕререн курас килет. Тем чухлĕ ĕмĕтленсе çунсан та тĕл пуласси иккĕленÿллĕ. Хĕвел анăç енчен пăшалпа тупă сассисем илтĕнеççĕ. Шуйттан Гитлерне вĕлересшĕн. Хăйне те кун çитĕ, шăпи тулĕ. Ăна леш тĕнчене ăсатсанах пурнăç аванланĕ. Лайăх пурăнма ачасене те ирĕк пулĕ. Пĕрремĕш посылкăшăн тав! Иккĕмĕшĕшĕн - вăрçатăп! Ара, ачасен те çимелле вĕт. Атя, пĕр- пĕрне çилленместпĕр. Хутаçра унчченхи сухари те пур-ха. Мана ярса панине вара тĕпренчĕкĕмĕрсем те юратсах астивнĕ пулĕччĕç».
«Эпир пĕр яла вырнаçрăмăр. Кунта нимĕçсем йăлтах çуртсене çунтарса пĕтернĕ. Хăрушă! Ыран каллех малалла, çĕнĕ çĕрелле, кайăпăр».
«Таиç, ак çак çырăва алла илсе вуласан куçран куççуль шăпăртатрĕ. Киле пырса сĕтел хушшине ларса курасчĕ...»
«Ывăлăм, Коля, шел сана. Эсĕ тата мĕншĕн 5 çул аслăрах пулман-ши/ Эпĕ сана нумай япалана вĕрентсе хăварнă пулăттăм. Чунăм çунать. Анчах ăна нимпе те лăплантарма çук-çке. Эх, хăвăртрах киле таврăнса си- рĕнпе пуласчĕ. Ĕнер уяв пулчĕ. Çак ятпа чылайăшĕ килтен посылка илчĕ. Эпĕ те кĕтрĕм, хисеплесе яраççех тесе шухăшларăм. Шел, манăн ĕмĕт пурнăçа кĕреймерĕ. Килтен посылка çитмерĕ... Эпир пĕчĕк чухне аннен 4 ачаччĕ. Кĕркунне сĕлĕ вырнă чухне: «Ачасем, вырăр, вырăр, Пукрав ярмăрккинчен арбуз илсе парăп», - тесе хавхалантаратчĕ. Ун чухне пĕчĕк пулнă çав эпир. Тĕрĕссипе, ăна илсе пама вăйĕ те çитеймен ĕнтĕ унăн. Халĕ эпĕ пысăк, тен, посылка яманни - тĕрĕсех те. Сире йывăр пулнине питех те ăнланатăп».
«Алла тытрăм шурă хутпа кăранташ, шурă хута тĕрлеме. Çанталăк ăшă. Юр çăвать, чунра вут çунать. Кайăк пулăттăм та сире пырса курăттăм. Çунат айĕнче çемьене ăшăтăттăм. Хам çиес апата сире панă пулăттăм. Халĕ эпĕ сирĕншĕн хурчка вырăнĕн- чех пулĕ, ялан посылка ыйтса тăратăп та. Пире кĕçех преми памалла. Енчен те мана тăшман пульли вĕлерсен укçана ыйтса çырса ярăр».
«Нимĕçсене хăваласа кăлартăмăр. Эсир çак вырăна курас пулсан тĕлĕнсех кайăр. Хулипе те пĕр çурт хăварман. Çунтарса та сирпĕтсе пĕтернĕ. Çавăн пек çĕлен-калтана çĕр епле чăтать-ши/ Ĕнер пире кино пленка çине ÿкерчĕç. Тен, эсир те курма пултаратăр ăна. Астăвăр, лайăх тинкерĕр, иккĕмĕш ретре эпĕ тăратăп. Мана «Хастарлăхшăн» медаль парас шанчăк та пур терĕç. Паян список йĕркелерĕç. Унта ыттисемпе пĕрле ман хушамата та çырчĕç. Ыран пире мунча хутса кĕртетпĕр терĕç. Вунă кун ĕнтĕ урасем ăшă мĕн иккенне пĕлеймеççĕ. Ах, мунчара рехетленетпĕрех ĕнтĕ».
«Коля ывăлăм вĕренÿре епле унта/ Кала эсĕ ăна, тăрăшсах ăс пухтăр. Таиç, тархасшăн, маншăн ан кулян. Чĕрÿне шелле. Йăлтах йĕркеллĕ. Мĕн кирли пурте пур. Çителĕклĕ. Урара та, çирере те аван. Паян сывах. Çитес вăхăтра Гитлера хăваласа ярсан, тен, киле таврăнатăпах. Тем пекехчĕ».
«Ыран валли пĕр котелок серте татса хутăм. Çак çырăва халĕ вăрманта çыратăп, кăвайт умĕнче. Ыран ку тăрăхран урăх çĕрелле каятпăр пулас. Сывă юлсан тепĕр 2 кунран каллех çыру ярăп. Сывă юлсан çеç. Вилес пулсан вара... эпĕ мĕншĕн куç хупнине чухлатăн. Çĕр çăтман шуйттан Гитлера пула паллах. Хăçан çав ылханлăскерсене хамăр тăрăхран хăваласа кăларăпăр-ши/ Ун чухне тинех лăштах сывласа янă пулăттăмăр. Вара утса мар, вĕçсе çитĕттĕм тăван тăрăха. Чăнах, енчен те эпĕ киле таврăнаймасан, тархасласа ыйтатăп, манăн япаласене пăрахăçа ан кăлар. Ывăлăм Коля ÿсет вĕт, вăл тăхăнса çÿретĕр ашшĕне аса илсе. Эпĕ вилсен... Виçĕ çул иртмесĕр качча ан кай, Таиç... Тен, çав виçĕ çул хушшинче таврăнăп-ха сывах. Тен, уксах... Тен, чăлах... Тен... Пĕлетĕн-и, Таиç, манăн пачах та вилес килмест...»
«Нимĕçсем, вăрă-хурахсем! Хресченсене çаратаççĕ. Пĕр шелсĕр япалисене илсе тухса каяççĕ. Нимĕн те хăвармаççĕ-çке чуниллисем. Кунтан та хăрушши - ватă çынсемпе ачасене сарайне хупса çунтарса яни те, пере-пере вĕлерни те пулнă».
«Хама телейлĕ тесе шухăшлатăп. Нимĕçсем мана темиçе хутчен те «кĕрекене» лартма тăчĕç. Ĕç ăнмарĕ вĕсен. Эпĕ хăтăлтăм. Хаçатра вуласа пĕлнĕ тăрăх кĕçех Гитлер каялла чакса тарĕ. Тем пекехчĕ. Ах, киле пырас килет, чăтмалла мар.
Коля ывăлăм, аннÿ сăмахне итле. Пируспа ĕмĕрне те ан туслаш. Эсĕ халĕ сакăр çулта, эпĕ вара вăтăр çиччĕре. Апла пулсан та паянхи кунччен çав пируспа айкашман. Аннÿпе мана итлемесен ятлăп сана, хытă. Аслисен сăмахĕнчен иртекенсене чăтма пултараймастăп, юратмастăп та. Авă пирĕн пурнăç кунта шыв юххи пек. Паян кунта, ыран - лере, тепĕр кун - таçта...»
Луиза ВАСИЛЬЕВА.