Палăкпа танлашакан кăларăм

24 Раштав, 2014

Хамăр республикăри хаçат-журналта ĕçлекенсем çинчен ятарлă кăларăмсем малтан та пичетленнĕ-ха. 2005 çулта "Журналисты Чувашии" кĕнеке тухнăччĕ, тепĕр икĕ çултан - "Городские и районные газеты Чувашии". Кăçал вара тата сумлă тепĕр ĕç - "Энциклопедия чувашской журналистики и печати" - кун çути курчĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш наци библиотекинче шăпах унăн презентацийĕ пулчĕ те.

Кунашкал энциклопеди регионсенче урăх çук тесе калама пултараймастăп, анчах та ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров çине тăнипе пурнăçа кĕнĕ проектăн пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăк. Кунта - республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăсен, полиграфи предприятийĕсен, информаци агентствисен кун-çулĕн, аталанăвĕн тĕп тапхăрĕсем, СССР тата Раççей Журналистсен союзĕсен членĕсен биографийĕсем. Энциклопедирех чăваш кăларăмĕсен пĕрремĕш редакторĕсем, репрессие лекнĕ журналистсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă корреспондентсем, Чăваш Ен массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе унта ĕçлекенсем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Кĕнекере çавăн пекех республика тулашĕнче тухса тăракан чăваш хаçачĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарнă.

Кĕнекене 2400 яхăн статья, 1400 яхăн сăнÿкерчĕк вырнаçтарнă.

Мероприятие ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн комитет ертÿçи Петр Краснов, пичет ветеранĕсем хутшăнчĕç. Александр Степанович энциклопедие пысăк хак пачĕ, Чăваш Ен журналисчĕсен ĕçĕ историе тарăн йĕр хăварнине палăртрĕ. Министр çавăн пекех авторсен ушкăнне тав турĕ, Министерствăн Хисеп грамотипе ЧР Журналистсен союзĕн бухгалтерне Наталия Николаевăна наградăларĕ.

Петр Краснов та пушă алăпа пыман. Вăл республикăри Журналистсен союзне ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Чăваш журналисчĕсен ĕçне Раççей Журналистсен союзĕнче те асăрханă. Энциклопеди хатĕрлес тĕлĕшпе хастарлăх кăтартнисене - Владимир Зырянова, Надежда Осиповăна, Елена Егоровăна тата чăваш пичечĕн ветеранне Демьян Семенова - союзăн "Профессионал пĕрлĕхĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" Хисеплĕ паллине пачĕç. Раççей Журналистсен союзĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем те чылайăн пулчĕç.

Энциклопеди пĕлтерĕшĕ, ăна хатĕрленĕ ушкăнăн пултарулăхĕ çинчен хăйсен шухăшĕсене Наталья Володина журналист, Лев Кураков академик, Юрий Исаев ăсчах, Сергей Павлов журналист-писатель тата ыттисем те пĕлтерчĕç. Манăн чылай çул Чăваш Республикинчи Журналистсен союзне ертсе пынă Демьян Семеновăн сăмахĕсемпе питĕ килĕшес килет: "Асăннă кăларăм - чăваш журналисчĕсен ячĕпе çĕкленĕ палăк". Вĕсем ăна хăйсен хăюлăхĕпе, хастарлăхĕпе, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе тивĕçнĕ.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.