Комментари хушас

24 Раштав, 2014

Çĕнĕ çул конкурсĕсем пурăнма хавхалантараççĕ

Уяв çитнине туйма, хула Çĕнĕ çула тата çĕнĕ Çĕнтерÿсене кĕтсе илнĕ çĕре пĕрле хутшăнма Шупашкарсене Çĕнĕ çул конкурсĕсем пулăшĕç. «Çĕнĕ çул конкурсĕсем кирлех, вĕсем уяв чухнехи лару-тăрăва йĕркелеççĕ, пултарулăха тата хулан культура пурнăçне аталантарма, йăлăхтарса çитернине улăштарма, Шупашкар çыннисене хавхалану кÿме май параççĕ», - çапларах шухăшлать хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

«Кăçал та эпир кунта пурăнакансене пурне те Çĕнĕ çул мероприятийĕсене хатĕрленсе ирттерес ĕçе явăçтарасшăн. Паян çĕнĕрен те çĕнĕ вырăнсене илемлетеççĕ, Республика тÿремĕнче Çĕнĕ çул ярмăркки пулĕ, анлă программа палăртнă. Пурне те çак пултарулăх ĕç-хĕлне хутшăнма чĕнетпĕр», - тет Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.

Кăçал хула çыннисем хăйсене тĕрлĕ енĕпе кăтартма пултараççĕ. Хĕллехи уяв Хĕл Мучине çырусем ямасăр иртĕ-и вара? Вĕсенче пĕчĕккисем хăйсен ĕмĕчĕсене палăртĕç, шухăшласа хунинчен нумайăшĕ пурнăçа кĕрет. Хулари вулавăшсенче декабрĕн 25-мĕшĕччен «Хĕл Мучи почти» ĕçлет. Пĕчĕккисене хĕллехи асамçăна çыру çырма кăна мар, 2014 çулхи çĕнтерĕвĕсем çинчен каласа кăтартма та сĕнеççĕ.

Хула администрацийĕ хĕллехи пысăк пулăма - «2015 çула пĕрле утатпăр» - хутшăнма заявкăсем малалла йышăнать. Кăмăл тăвакансем декабрĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ çул персонажĕсен уявне хутшăнма пултараççĕ, чи лайăх Хĕл Мучи тĕп приз - Сочине каймалли путевка! - илĕ.

Конкурса хулара пурăнакансен çеç мар, вĕсен юмахри пек илемлетнĕ автомобилĕсен те хутшăнма май пур. Автомобильпе çÿреме кăмăл тăвакансене илемлетнĕ машинăсен «Çĕнĕ çулхи АВТОКАРНАВАЛ» конкурсне хутшăнма, Çĕнĕ çул автоколоннинче хула тăрăх ярăнма, тĕп приз - 500 литр бензин - выляса илме сĕннĕ.

Декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа хулара 2015 çулхи чи лайăх символ хатĕрлемелли конкурс иртесси çинчен пĕлтернĕ. Скульптурăсене кирек мĕнле материалтан та тума пулать. Чи тивĕçлĕ ĕçсен авторĕсене призсемпе наградăлаççĕ.

Хулари ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн «Раштав тĕррисем» II конкурс-фестивальне илемлĕх, музыка тата ташă енĕсемпе ирттереççĕ.

Илемлетнĕ чăрăшсен конкурсĕ - хăйнеевĕрлĕ тата яланхи пек мар чăрăша палăртмалли конкурс. Ăна 8 çул ытла ирттереççĕ, унта хутшăнакансен йышĕ ÿссех пырать.

Республика тÿремĕнче декабрĕн 28-мĕшĕнче хулари талантсен «Çĕнĕ çул çăлтăрĕсен фабрики» конкурсĕ иртет. «Хĕллехи тĕлĕнтермĕш» фотоконкурсра çĕнтерекен цифрăллă фотоаппарат илме тивĕçлĕ пулĕ.

Хулара пурăнакан хаклă çыннăмăрсем! Пурне те Çĕнĕ çул уявĕ чухнехи лару-тăрăва «чăмма» чĕнетпĕр! Конкурссем çинчен тĕплĕнрех Шупашкар хулин администрацийĕн культура управленийĕн сайтĕнче http://tvorite.ru/ е 23-50-93 номерпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

Шупашкар хула администрацийĕн культура управленийĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.