Килмесĕрех... килнĕ
Çĕрпÿ районĕн прокуратури тĕрĕслев ирттернĕ май ултавлă тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Кунашкалли - чăннипех сайра.
Федерацин миграци службин Çĕрпÿри пайне Армени гражданки Раççее килнине ĕнентерекен хут çитнĕ. Пурăнакан вырăна Çĕрпÿ хулинчи Совет урамĕнчи 30-мĕш çурт тесе пĕлтернĕ. Ăна йышăнаканни - çав адреспа пурăнакан А.Хачикян. Чикĕ леш енчен килнĕ хăнана тивĕçлĕ йĕркепе регистрациленĕ.
Анчах прокуратура тĕрĕсленĕ те - асăннă адреспа вырнаçнă çĕр лаптăкĕ çинче çурт кăна мар, нимĕнле хуралтă та çук иккен. Эппин, кунта çынсем пурăнма пултараймаççĕ, апла тăк Армени хĕрарăмне çак адреспа регистрацилени те - суя. Çакна тĕпе хурса район прокуратури тĕрĕслев материалĕсене УК 322.2 статйипе /ют çĕршыв гражданинĕн пурăнакан вырăнти суя регистрацийĕ/ уголовлă ĕç пуçарма следстви органĕсене панă. Вырăнти полици çакă сăлтавлă пулнине палăртнă, уголовлă ĕç çуралнă, ăна тĕпчесе пĕтернĕ май тишкерме миравай суда панă та ĕнтĕ.
К.АНТОНОВ