Новости по теме

13 Ака, 2019

Кун йĕркинче - наци проекчĕсем

Республикӑра наци проекчĕсене пурнӑҫлассине халалланӑ форум шӑматкун Чӑваш патшалӑх университетĕнче малалла ĕҫлерĕ.

Форум секцийсенчен пĕринче пĕчĕк тата вӑтам предпринимательлĕх аталанӑвĕн ыйтӑвĕсене тишкерчĕҫ. Экономика аталанӑвĕн министрĕн тивĕҫĕсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Ананьева палӑртнӑ тӑрӑх, чылай муниципалитет предпринимательсен шучĕпе те, вĕсем тӳлекн ĕҫ укҫипе те уйрӑлса тӑрать. Ҫакӑ мĕнрен килет? Пухӑннисем ҫак тата ытти ыйту хуравĕсене пĕрле шырарĕҫ.

12 Ака, 2019

Наци проекчĕсем: тĕллевсем пурнăçа кĕреççех

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Единая Россия» партин Генеральнăй канашĕн Президиумĕн тĕрĕслев ушкăнĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă наци проекчĕсем Чăваш Енре епле пурнăçланнипе кăсăкланчĕ.

Ушкăн чылай обьекта çитсе курчĕ. Вĕсем Питукассинчи хытă каяш тăкмалли вырăнта, Республикăри ача-пăча клиника больницинче, Шупашкар тĕп больницин хута яма палăртнă поликлиникинче, Чăваш Кадет корпусĕн Пăр керменĕнче, реконструкцилекен «Волга» стадионта, Муркаш районĕнчи «Сеспель» предприятире тата ытти çĕрте пулчĕç.

12 Ака, 2019

Италирен илсе килнĕ аттракцион вырнаçтарнă

Шупашкарти «Амазони» кану паркĕ сезона хатĕрленет. Хулара пурăнакансемпе хăнасем валли тĕлĕнмелли пулатех. Нумаях пулмасть унта «Туй каруççелĕ» çĕнĕ аттракцион вырнаçтарнă.

12 Ака, 2019

Чăваш Енре наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине сÿтсе явма пухăнчĕç

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Чăваш Ен территорийĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси" форум уçăлчĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, министрсем, хуласемпе районсен администрацийĕн ертÿçисем хутшăнчĕç.

12 Ака, 2019

Ăнăçсăр çемьери ачасем валли экскурси йĕркеленĕ

Chelife.ru сайтра пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнере Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хӳтĕлев министерстви йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенчи ачасем валли Шупашкарта экскурси йĕркеленĕ. Пĕчĕкскерсене Мария Попова экскурсовод хулари паллă вырăнсемпе паллаштарнă.

11 Ака, 2019

Инсценировкăсен регионсен хушшинчи ăмăртăвĕ иртрĕ

Паян Чăваш Республикин Вĕрентÿ интститутĕнче пултаруллă шкул ачисем чăвашла, тутарла тата мордвалла юптарусем кăтартрĕç.

Инсценировкăсен конкурсĕ регионсен хушшинче иртрĕ. Мероприятие Пĕтĕм тĕнчери вырăнти халăхсен чĕлхи, çĕршыври театр çулталăкĕсене, Вĕрентÿ институчĕ 85 çул тултарнине халалланă.

11 Ака, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе калаçрĕ

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттерчӗ. Ҫавӑн пекех тӗлпулура ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, академи ректорӗ Андрей Макушев пулчӗҫ.

11 Ака, 2019

"Скульптура тата хула" "çавра сĕтел" уçăлчĕ

"Скульптура тата хула". Çак ятпа иртрĕ паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче "çавра сĕтел". Мероприятие йĕркелес шухăш музейре "Ксенофонтов тата хальхи вăхăтри скульпторсем" курав уçăлнă хыççăн çуралнă.

Pages