Комментари хушас

Паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче "Чăваш Ен территорийĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси" форум уçăлчĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, министрсем, хуласемпе районсен администрацийĕн ертÿçисем хутшăнчĕç. Проектсене тивĕçлĕ пурнăçлас тесен мĕн тумалла? Пысăк йыш çак ыйтăва татса памалли çул-йĕре пĕрлĕ шырарĕ.

Чăваш Ен федерацин 12 наци проектĕнчен 11-не хутшăнать. Вĕсене пурнăçа кĕртме 25 триллион ытла тенкĕ уйăрма йышăннă. "Совет Союзĕ арканнă хыççăнхи тапхăрта кунашкал пысăк калăпăшлă йышăнусем пулманччĕ-ха. Пирĕн тĕллев - хамăрăн ĕç-хĕле ăнăçлă йĕркелесе тухăçлă кăтартусем патне çитесси. Пирĕн ĕçĕн тухăçлăхне кăтартаканни вăл - çынсем пурнăç лайăхланнине, тупăшĕ ÿснине туйса илни. Пĕрне-пĕри хисеплесе, шанса, ăнланса ĕçе пуçăнар", - терĕ Михаил Игнатьев.

Форумра тухса калаçнă ЧР цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем наци проекчĕсене пурнăçланине халăх патне вăхăтра тата туллин çитересси çинчен пĕлтерчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина наци проекчĕсене пурнăçлама уйăракан укçа-тенкĕ пирки каласа кăтартрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: