Комментари хушас

Шупашкарти «Амазони» кану паркĕ сезона хатĕрленет. Хулара пурăнакансемпе хăнасем валли тĕлĕнмелли пулатех. Нумаях пулмасть унта «Туй каруççелĕ» çĕнĕ аттракцион вырнаçтарнă.

Халĕ парк территорийĕнче экологи субботникăсем иртеççĕ, аттракционсен монтажне пурнăçлаççĕ. Ĕçсене акан 27-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă. Çĕнĕ каруççель çинче лаша кÿлеписемпе каретăсем вырнаçтарнă. Унăн платформи çаврăнĕ.

«Конструкцие Италирен илсе килнĕ. Унта вăл XVIII ĕмĕртех анлă сарăлнă», — палăртнă «Каруççель — НН» обществин директорĕ Алексей Михалко. Кăçал «Амазони» паркра 12 аттракцион ĕçлĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: