Комментари хушас

Космонавтика кунĕ пирĕншĕн, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ уяв. Тĕнче уçлăхне çул хывакан пĕрремĕш ушкăнра пирĕн ентеш те — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта çуралса ÿснĕ Андриян Николаев — пулнă. Унăн тус-юлташĕ, ĕçтешĕ Юрий Гагарин вара çак утăма 1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче тунă. Чăваш кăйкăрĕ тĕнче уçлăхне 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Восток -3» караппа вĕçсе хăпарнă. Тăватă кунра Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут çаврăннă.

Космос пионерĕсене Чăваш Ен асра тытать. 1976 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин проспекчĕпе Гагарин урамĕ хĕресленнĕ лапамра Юрий Гагарин палăкне уçни халĕ те куç умĕнче. Транспорта вăхăтлăха чарса лартнăччĕ, лапамра кăна мар, çулсем çинче те йĕри-тавра халăх лăк тулличчĕ. Пурин пичĕ-куçĕнче савăнăç хуçаланать. Паллах, ун чухне палăк çывăхне пырса пуç таяйман, анчах та шăпах çав самантра унта пулнин, çав сывлăшпа сывлани темрен паха шутланнă, çав хавхаланăвăн, хăпартланăвăн вăйне паян та туйса тăратăп. Палăк авторĕсем — Григорий Постников скульпторпа Борис Шимарев архитектор.

Шупашкар хулин тĕп пайĕнчи Кăнтăр çурма ункă урамĕ пĕрремĕш космонавт ячĕпе 1961 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче çÿреме пуçланă.

Тĕп хулари Энтузиастсен урамĕ вара 1962 çулта ентешĕмĕр тĕнче уçлăхне вĕçне хыççăн А.Г.Николаев космонавт урамĕ пулса тăнă. Вăл Калинин урамĕпе хĕресленнĕ тÿремре 2011 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче çĕршыври 3-мĕш космонавтăн, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн А.Г.Николаевăн палăкне уçнă. Кăйкăрăмăр килĕштернĕ çак урама, Шупашкарта чухне ун тăрăх утма, çакăнтах вырнаçнă ача-пăча паркне кĕрсе курма кăмăлланă.

Чăваш Ен паян та космонавтикăпа çыхăну тытать. «Элара», «Чăвашкабель», «Электроприбор» предприятисенче вăй хуракан çĕр-çĕр ăсчах, конструктор, тĕпчевçĕ космос отрасльне аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хываççĕ. Республикăра çавăн пекех çамрăк космонавтсен юхăмĕ те вăй илсе пырать.

Космонавтика кунĕнче Юрий Гагарин палăкĕ умĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта хутшăннисем тĕнче уçлăхне çул хываканĕн тата унăн паттăрла ĕçне малалла тăсаканĕн Андриян Николаевăн палăкĕсем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Матвеев хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич палăк патне пухăннисене Космонавтика кунĕпе саламланă май Андриян Николаев хăйĕн паттăрла ĕçĕпе Чăваш Ен, ун халăхĕн ятне тĕнче шайне çĕкленине палăртрĕ. «Андриян Григорьевич, унăн ĕçтешĕсем космосра пурнăçланă ĕçсем паян çĕршыв экономикине, оборонине çирĕплетме пулăшаççĕ, — терĕ. — Эсир те, ачасем, малалла ăнтăлăр, ĕçлĕр, тĕнче уçлăхĕнче е ытти отрасльте пирĕн ентеш пек паттăрлăх кăтартăр».

Мероприятие уяв концерчĕ малалла тăсрĕ. Хула çыннисем тĕп хулари концертпа вĕрсе каламалли оркестрăн, ачасен вокал коллективĕсен пултарулăхĕпе киленме пултарчĕç.

ФОТОРЕПОРТАЖ...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: