Инсценировкăсен регионсен хушшинчи ăмăртăвĕ иртрĕ

Паян Чăваш Республикин Вĕрентÿ интститутĕнче пултаруллă шкул ачисем чăвашла, тутарла тата мордвалла юптарусем кăтартрĕç.

Инсценировкăсен конкурсĕ регионсен хушшинче иртрĕ. Мероприятие Пĕтĕм тĕнчери вырăнти халăхсен чĕлхи, çĕршыври театр çулталăкĕсене, Вĕрентÿ институчĕ 85 çул тултарнине халалланă.

Уява муниципалитет тапхăрĕнче çĕнтернĕ ушкăнсем килсе çитнĕ. Пурĕ 35 шкултан пухăннă. 31-шĕ — Чăваш Енрен, 3-шĕ — Пушкăрт Республикинчен, пĕри — Тутарстанран.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас