Комментари хушас

Chelife.ru сайтра пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнере Чăваш Республикин Ĕçпе социаллă хӳтĕлев министерстви йывăр лару-тăрура пурăнакан çемьесенчи ачасем валли Шупашкарта экскурси йĕркеленĕ. Пĕчĕкскерсене Мария Попова экскурсовод хулари паллă вырăнсемпе паллаштарнă.

Чи малтанах Оперăпа балет театрĕнче пулнă. Унтан вара Шупашкарăн историлле пайĕ, кӳлмек аван курăнать. Çавăн пекех ачасем Атăл хĕрринче вырнаçнă Çĕнтерӳ паркне çитсе курнă. Унта вĕсене илемлĕ фонтан илĕртнĕ. Çар мухтавĕн музейĕ, интернационал салтаксене халалласа лартнă палăксем, Ĕмĕр сӳнми çулăм, Салтак Мухтавĕн монуменчĕ — çакă пĕтĕмпех кăсăклăх çуратнă. ачасем Сăваплă Иоанн часавайĕнче те пулнă, паттăрсен тата астăвăм аллейинче уçăлса çӳренĕ.

Унтан Хĕрлĕ тӳреме çул выртнă. Тахçан ăна Пасар тӳремĕ тенĕ иккен. Паян унта чăваш чемпионĕсен аллейи, Константин Иванова тата Василий Николаева халалланă палăксем, Наци музейĕ, Хальхи ӳнер центрĕ тата К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ вырнаçнă.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: