Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял хуçалăх академийĕн студенчĕсемпе калаçрĕ

11 Ака, 2019

Паян ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсемпе уҫӑ калаҫу ирттерчӗ. Ҫавӑн пекех тӗлпулура ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, академи ректорӗ Андрей Макушев пулчӗҫ.

Михаил Васильевич акан пӗрремӗшӗнче академи ҫумӗнче уҫӑлнӑ ветеринари клиникин ӗҫӗпе паллашрӗ. Унта ӗҫлекен ветеринарсем - ял хуҫалӑх академийӗнчен вӗренсе тухнисемех. Клиникӑра йытӑ-кушака, кайӑк-кӗшӗке пулӑшу параҫҫӗ. Унтан Михаил Игнатьев гематологи тӗпчевӗсен лабораторийӗн ӗҫӗпе паллашрӗ.

Ҫӗр ӗҫӗ ҫӑмӑл мар пулин те пархатарлӑ. Ветеринари медицинипе зоотехника факультечӗн аспиранчӗ Ирина Дубова ҫак каларӑшпа туллин килӗшет. Икӗ хут Германире стажировкӑра пулнӑ пике тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Республикӑри пӗр предприятире тӑрӑшаканскер агропромышленноҫ аталанӑвӗшӗн тӑрӑшать. Студентсем регионта ҫӗр улми тухӑҫне ӳстерес мелсемпе кӑсӑкланчӗҫ. Михаил Васильевичӑн пӗрремӗш ӗҫ вырӑнне пӗлесшӗн пулчӗҫ. Республикӑри шкулсенчи агроклассен шӑпи пирки те ыйту пулчӗ. Вӗсен витӗмӗ пулсан пуласлӑхӗ те пулӗ.

www.hypar.ru

Комментари хушас