Комментари хушас

13 Ака, 2019

Проектсене пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре палăртрĕç

"Чăваш Республикин территорийĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси" форум паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра иккĕмĕш кун ĕçлет. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать. ЧР Министрсен Кабинечĕн представителĕсем, районсемпе хуласен ертÿçисем, экспертсем секцисем ("Вĕрентÿ", "Демографи", "Çурт-йĕр тата хула хуçалăхĕ" т.ыт.те) çине пайланса ĕçлеççĕ, муниципалитетсенче наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртмелли çул-йĕре палăртаççĕ.

"Вĕрентÿ" секцие ЧР вĕренÿ министрĕ Сергей Кудряшов ертсе пычĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх - вĕрентÿ тытăмĕнче наци проекчĕсене сакăр енлĕ çул-йĕрпе пурнăçа кĕртмелле. Çак шутра вăл "Хальхи шкул", "Пуласлăх вĕрентекенĕ", "Социаллă хастарлăх", "Çамрăк профессионалсем", ыттисене палăртрĕ. Çак проектсем ăнăçлă пурнăçланнине кăтартакан тĕп паллă вăл, министр çирĕплетнĕ тăрăх, вĕрентÿ пахалăхне ÿсни тата ачасене тивĕçлĕ социаллă-ориентаци воспитанийĕ пани.

"Çавра сĕтеле" хутшăннă районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, Правительство членĕсем, экспертсемпе тренерсем çак проексене пурнăçалнă чухне шута илмелли пĕлтерĕшлĕ самантсене, çивĕч ыйтусене палăртрĕç, вĕсене мĕнле татса пама май пуррине сÿтсе яврĕç.

Сăмах май, "Чăваш Республикин территорийĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси" форум ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарнипе ака уйăхĕн 12-13-мĕшĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртет. Унта муниципалитетсен наци проекчĕсене пурнăçланă чухне сиксе тухма пултаракан ыйтусене сÿтсе яваççĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: