Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин республикăри филиалĕн тата «Чăваш Ен» ПТРК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.
"Хыпар" издательство çуртĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртĕ. Паян çак ыйтупа наци медиахолдингĕнче пуху иртрĕ.
Издательство çурчĕн ĕç сыхлавĕн инспекторĕ Галина Хрисанова уйăхлăх вăхăтĕнче ĕç пÿлĕмĕсене тĕрĕслессине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртмалли конкурс тата ытти ăмăрту иртĕ. Пухура çавăн пекех пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿме вĕрентмешкĕн волонтерсене, хăрушсăрлăхпа çыхăннă ытти ыйтăва ăнлантарма специалистсене чĕнсе илме йышăнчĕç.
Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕ унчченхи чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Темле пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем тееймĕн, çапах пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавне пырса тивекеннисем пирки кăшт тĕплĕнрех каласа хăварни вырăнлă.
Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта пăхса тухнă ыйтусенчен пĕринпе, алкоголь продукцийĕн вак суту-илĕвĕнчи патшалăх тĕрĕслевне йĕркелес ыйтупа, экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Ананьева сăмах илчĕ.
ЧР Культура министерстви «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕнче «Çут тĕнчене парăнтарнисем» космос фильмĕсен эрнелĕхĕ пыни çинчен пĕлтерет.
Паян Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕн студенчĕсем Андриян Николаев космонавтăн пурнăçне сăнлакан «Избранник народа» документлă фильм курнă.
Паян И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вулавăшĕнче уçă калаçу иртрĕ. Педуниверситетăн студенчĕсемпе аспиранчĕсем ЧР Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕпе Сергей Кудряшовпа тата аслă шкулăн ректорĕпе Владимир Ивановпа тĕл пулчĕç.
Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче пенси саккунĕпе "тÿрĕ лини" иртрĕ. Икĕ сехет вăхăтĕнче телефон самантлăха та шăпланмарĕ: пĕри хыççăн тепри шăнкăравларĕ.
Чăваш Енри самбистсем Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче 13-14 çулсенчи çамрăксен хушшинче иртнĕ ăмăртуран пĕр «ылтăнпа», пĕр «кĕмĕлпе», тăватă «бронзăпа» таврăннă.