"Кăмăла çемçетнĕшĕн тавах": "Хыпар" издательство çуртĕнче "тÿрĕ лини" ĕçлерĕ
Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче пенси саккунĕпе "тÿрĕ лини" иртрĕ. Икĕ сехет вăхăтĕнче телефон самантлăха та шăпланмарĕ: пĕри хыççăн тепри шăнкăравларĕ.
Ыйтусене "Хыпар" издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина йышăнчĕ. Вĕсене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева тараватлăн тата ансат чĕлхепе уçăмлатрĕ. Кунсăр пуçне хăш-пĕр ыйтăва уйрăмăн пăхса тухса çитес вăхăтра тĕплĕ хурав парассине пĕлтерчĕ. Роза Алексеевнăна: "Кăмăла çемçетнĕшĕн тавах", - текен те, "Чăвашла пĕлнĕшĕн, лайăх ăнлантарнăшăн сирĕнпе сĕре мухтанатпăр", - тесе ырлакан та пулчĕ.
"Тÿрĕ лини" вăхăтĕнче 20 ытла çын шăнкăравларĕ. Хаçат вулаканĕсем ял хуçалăх стажĕн хушăмĕпе, пенсисене тата уйăхсерен паракан хушма социаллă тÿлевсене пенсионерăн пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ виçинчен пысăкрах тÿлемелли çĕнĕ йĕркепе, пысăк стажпа маларах пенси çирĕплетессипе ытларах кăсăкланчĕç.
"Тÿрĕ лини" вăхăтĕнче хускатнă ыйтусемпе хуравсемпе "Хыпар" хаçатăн çывăх номерĕнче паллаштарăпăр.