пенси

27 Раштав, 2019

Пенсионерсен тупăшне ÿстересси тĕпре пулĕ

2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртекен федераци саккунĕсем тата норматив акчĕсем вăя кĕреççĕ. Çав улшăнусем çинчен паян РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ.

27 Раштав, 2019

Асăрханăр: ултавçăсем!

Юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерекен хăш-пĕр организаци граждансене Пенси фончĕн органĕсем валли пенси ÿстерме май пуррине шантарса суя çырусем хатĕрлеме пулăшать. Тĕслĕхрен, институтра вĕреннĕ çулсене стажа кĕртсен пенси хăпарать тесе ĕнентереççĕ. Вĕсен ĕçĕ вара йÿнĕ мар: вуншар пин тенкĕрен те иртет.

9 Ака, 2019

"Кăмăла çемçетнĕшĕн тавах": "Хыпар" издательство çуртĕнче "тÿрĕ лини" ĕçлерĕ

Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче пенси саккунĕпе "тÿрĕ лини" иртрĕ. Икĕ сехет вăхăтĕнче телефон самантлăха та шăпланмарĕ: пĕри хыççăн тепри шăнкăравларĕ. 

9 Ака, 2019

"Хыпар" издательство çуртĕнче паян пенси саккунĕпе "хĕрÿ лини" иртет

"Хыпар" издательство çуртĕнче паян, ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче,  пенси саккунĕпе "тÿрĕ лини" иртет.

Вулакансен ыйтăвĕсене РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хуравлать.

Ыйтусене 8/8352/ 56-00-67 телефонпа 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен йышăнатпăр.

2 Ака, 2019

Пенсипе çыхăннă ыйтусем пур-и? Шăнкăравлăр!

«Хыпар» хаçат ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ытларикун, «тÿрĕ лини» йĕркелет. Вулакансен ыйтăвĕсене Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хуравлать.

Pages