пенси

1 Ака, 2019

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсене мĕн кĕтет?

РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ паян пресс-конференци ирттерчĕ. Унта республикăри МИХсен ĕçченĕсем, районсемпе хуласен администрацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Роза Кондратьева управляющи пенсипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартрĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

29 Кăрлач, 2019

Пенси саккунĕнчи улшăнусене пăхса тухрĕç

Паян РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ.

28 Раштав, 2018

Пенси маларах çитĕ

Кăрлач уйăхĕнчи пенсисене Çĕнĕ çулхи каникулсене шута илсе маларах парĕç.
РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — кăрлачăн 5-15-мĕшĕсенче памалли пенси тÿлевне Перекет, ытти банка раштавăн 28-мĕшĕнче куçараççĕ. Пенсионерсен счечĕсем çине укçа тепĕр кунран кая юлмасăр çитмелле. Почта уйрăмĕсем кăрлачăн 5-мĕшĕнче памалли пенсие — 4-мĕшĕнче, 6-мĕшпе 7-мĕшĕнчисене — 5-мĕшĕнче, кăрлачăн 8-мĕшĕнчен пуçласа яланхи графикпа халăх патне çитерĕç.

10 Раштав, 2018

Ялти ватăсен пенсийĕ хушăнать

Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Лидия Борисова ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлура пĕлтерни — пин-пин çыншăн савăнăçлă хыпар. 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ялсенчи ватăсен пенсийĕ ÿсет. Çак йышăну ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ, ялта пурăнакан, ватлăха е инвалид пулнине кура пенсие кайнă май ниçта та ĕçлемен ватăсене пырса тивĕ. Хушăм – пенсин çирĕплетнĕ виçин 25% чухлĕ, вăтамран 1333 тенкĕпе танлашать.

12 Утă, 2018

Пенси хăпарĕ-и?

Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта ÿстерсен ватăсем тивĕçлĕ пенси илме тытăнаççĕ имĕш. Чăнах та, нумай хăпарĕ-ши пенси?

Ыйтăва РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пресс-службин ертÿçи Елена ИЛЬИНА хуравлать:

— «Раççей Федерацийĕн пенси палăртас тата тÿлес ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунĕсен уйрăм акчĕсене улшăну кĕртесси» çинчен калакан саккун проекчĕн тĕллевĕ — пенсипе тивĕçтерессине лайăхлатасси.

Pages