Комментари хушас

Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта ÿстерсен ватăсем тивĕçлĕ пенси илме тытăнаççĕ имĕш. Чăнах та, нумай хăпарĕ-ши пенси?

Ыйтăва РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пресс-службин ертÿçи Елена ИЛЬИНА хуравлать:

— «Раççей Федерацийĕн пенси палăртас тата тÿлес ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунĕсен уйрăм акчĕсене улшăну кĕртесси» çинчен калакан саккун проекчĕн тĕллевĕ — пенсипе тивĕçтерессине лайăхлатасси.

Юлашки 3 çулта Раççейре пенси вăтамран 400-500 тенкĕ ÿснĕ: 2016 çулта — 399 тенкĕ, 2017 çулта — 524 тенкĕ, 2018 çулта — 481 тенкĕ. Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта ÿстерсен ĕçлемен ватăсен пенсине çулталăкра 1000 тенкĕ таран ÿстерме пулать. Çакна правительство сĕнекен «Социаллă тÿлевĕн чи пĕчĕк норми» пирки калакан 102-мĕш конвенци те çирĕплетет. Унпа килĕшÿллĕн, вăтам пенси виçи вăтам ĕç укçин 40 процентĕнчен сахалтарах пулмалла мар.

СССР халăх артисчĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев çĕнĕ постановкăсем кăларса халăха савăнтарать. Халĕ вăл 79-та, вĕсенчен 51 çулне çак театр сцени çинче ирттернĕ. Çĕршыв культьурипе искусстви шайĕнче те унăн ĕçĕсене пысăк хак параççĕ. Виçĕ çул каялла «Ылтăн маска» Раççейри наци театрĕн премине тивĕçрĕ.

Алина ИЗМАН.

Исключить из Яндекс-Новостей: