Новшество

10 Çурла, 2023

Чăваш Енре медиахолдинг йĕркелес ыйтăва сÿтсе явнă

Ку ĕçе МИХ тытăмĕнче тăрăшакансем, патшалăх, политика, общество ĕçченĕсем, наука, вĕрентÿ, культура специалисчĕсем хутшăннă.

Тĕлпулăва пынисем 4 командăна пайланса регионри информаци хутлăхĕн аталанăвĕ тĕлĕшпе сĕнÿсем панă. ЧР цифра министрĕ Михаил Степанов вĕсемпе усă курса 2025 çулчченхи аталану концепцине йĕркелессине палăртнă. Çакна кăларăмсене хупма мар, пачах тепĕр май, йăлтах сыхласа хăварма хатĕрленине каланă.

18 Пуш, 2022

Шупашкарта ача садне çÿренишĕн тÿлекен хак ÿсет!

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача садне çÿрекен шăпăрланшăн кунне 138 тенкĕ те 20 пус тÿлемелле пулĕ ашшĕ-амăшĕн. Яслире 10 пус йÿнĕрех – 138 тенкĕ те 10 пус пулĕ.
Паянхи кун вара ашшĕ-амăшĕ 115 тенкĕ тÿлет. Çак хака 2018-мĕш çултанпа ÿстермен.  

www.hypar.ru

21 Çĕртме, 2021

Вăрçă пуçланнине аса илĕç

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш драма театрĕ «Инкеклĕ телей» спектакль кăтартĕ.

Инсценировкăна Сергей Павлов Юлия Николаевăн калавĕ тăрăх хатĕрленĕ. Ку ĕçе Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 75 çул çитнине тата Сăрпа Хусан чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Спектакль режиссерĕ — СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев. Театрăн пултарулăх ушкăнĕ çак спектакле курнă хыççăн çынсем пурнăçри тĕрлĕ лару-тăрура тĕрĕсрех утăм тума тытăнасса шанать.

20 Нарăс, 2021

Социаллă сеть ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме пулăшать

Паян Шупашкарти «Эткер» центрта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев блогерсемпе тĕл пулчĕ. Унта Алла Салаева вице-премьер, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Инна Исаева тата ыттисем хутшăнчĕç.

— Эсир паянхи çамрăксен шухăшлавĕпе тавра курăмне йĕркелетĕр. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç мĕнпе интересленнине, вĕсене хумхантаракан ыйтусене пĕлетĕр. Вĕсем сире шанаççĕ, сирĕн сĕнĕвĕрсене шута илеççĕ. Çамрăксем мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăнни пире патшалăх политикине йĕркелеме пулăшать, — терĕ Олег Алексеевич.

Pages