пенси

28 Раштав, 2015

Пенсие - маларах

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăрлач уйăхĕнчи уяв кунĕсенчи пенсисемпе тÿлевсене маларах параççĕ.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕнчи пенсисене тÿлемешкĕн укçана банксене 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче куçараççĕ. Перекет банкне кăрлач уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче валеçмелли сумма çитет, ытти банка - çитес уйăхри пĕтĕмпех.

Почта çыхăнăвăн мĕнпур уйрăмне кăрлач уйăхĕнчи пенсисене çак графикпа çитерсе парать:

2015 çулхи раштав уйăхĕн 30 тата 31-мĕшĕсенче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕшĕн.

Почта çыхăнăвĕн хулари уйрăмĕсем:

17 Раштав, 2015

Конвертри шалу пенсисĕр хăварĕ

«Конвертри шалу» - хальхи саманара анлă сарăлнă ăнлав. Вăл - ĕçлекен çын документра алă пусмасăр илекен укçа. Унăн виçине ниçта та палăртмаççĕ. Кунашкал шалу илекенсене малашлăхра мĕн кĕтет? Çак лару-тăрура çыннăн тивĕçлĕ канăва тухсан пĕчĕк пенсипе çырлахма тивет. Ĕçлекен çын вăй хунă хушăрах саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕ соцпулăшупа усă кураймасть, отпускра туллин канаймасть, ача пособине те алла тытса кураймасть... Унсăр пуçне шалăва официаллă майпа илменнисем ипотека кредичĕпе те усă кураймаççĕ. Тĕрĕссипе, ку списокăн вĕçĕ-хĕрри çук.

27 Чÿк, 2015

Хамăра хÿтĕлеме вĕренер

Ÿркенекен, кахал-наян кăна кунĕ-кунĕпе килте алă усса ларма пултарать теççĕ пулин те хальхи тапхăрта ĕçе вырнаçма пачах çăмăл мар. Çавăнпа яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн ертÿçĕ сĕнекен ĕç условийĕсемпе ирĕксĕрех килĕшме тивет. Лешĕ хуçа пулнăран ниме те пăхмасть - шалăвăн пĕр пайне саккуна пăсса, урăхла каласан, конвертпа парасси çинчен те шахвăртать. Ĕçлекеншĕн мĕн паха? Алăра укçа пулни. Вăрттăн тÿлеççĕ-и ăна е саккун ыйтнă пек-и - чылайăшне çакă пăшăрхантармасть. Çапла вăл шалăвăн чи пĕчĕк виçине официаллă майпа илет, ыттине - ытларах пайне - конвертпа. Пуçлăхшăн çакă меллĕ - налук сахал тÿлет.

27 Чÿк, 2015

Пулăшупа тивĕçтерес енĕпе – иккĕмĕш вырăнта

Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çĕршыври пенси служби патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннине мониторингăн "Сирĕн контроль" электрон тытăмĕ пĕлтернĕ.

Кăçалхи авăн уйăхĕнче Раççей гражданĕсем Пенси фончĕн 26,3 пин пулăшăвне пахаланă, вăтам хаклав 4,88 балпа танлашнă. Чылайăшĕ "питĕ лайăх" паллă лартнă /91 процент/.

Чăваш Республикинчи лару-тăру та çакăн евĕрлех - СМС-ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх вăтам хаклав 4,86 балл пулнă, хуравланисен 85 проценчĕ Пенси фончĕн пулăшу пахалăхне "чи лайăх" тесе палăртнă.

Pages