Пенсие - маларах

28 Раштав, 2015

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăрлач уйăхĕнчи уяв кунĕсенчи пенсисемпе тÿлевсене маларах параççĕ.

2016 çулхи кăрлач уйăхĕнчи пенсисене тÿлемешкĕн укçана банксене 2015 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче куçараççĕ. Перекет банкне кăрлач уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче валеçмелли сумма çитет, ытти банка - çитес уйăхри пĕтĕмпех.

Почта çыхăнăвăн мĕнпур уйрăмне кăрлач уйăхĕнчи пенсисене çак графикпа çитерсе парать:

2015 çулхи раштав уйăхĕн 30 тата 31-мĕшĕсенче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕшĕн.

Почта çыхăнăвĕн хулари уйрăмĕсем:

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕшĕн;

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕшĕн;

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 6, 7 тата 8-мĕшĕсемшĕн;

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 9 тата 10-мĕшĕсемшĕн;

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнчен - пенси валеçмешкĕн çирĕплетнĕ яланхи графикпа.

Почта çыхăнăвĕн ялти уйрăмĕсем:

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 5-мĕшĕнче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 4 тата 5-мĕшĕсемшĕн;

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 6, 7 тата 8-мĕшĕсемшĕн;

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче - 2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 9, 10 тата 11-мĕшĕсемшĕн;

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнчен - пенси валеçмешкĕн çирĕплетнĕ яланхи графикпа.

Теги: