Комментари хушас

27 Чÿк, 2015

Хамăра хÿтĕлеме вĕренер

Ÿркенекен, кахал-наян кăна кунĕ-кунĕпе килте алă усса ларма пултарать теççĕ пулин те хальхи тапхăрта ĕçе вырнаçма пачах çăмăл мар. Çавăнпа яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн ертÿçĕ сĕнекен ĕç условийĕсемпе ирĕксĕрех килĕшме тивет. Лешĕ хуçа пулнăран ниме те пăхмасть - шалăвăн пĕр пайне саккуна пăсса, урăхла каласан, конвертпа парасси çинчен те шахвăртать. Ĕçлекеншĕн мĕн паха? Алăра укçа пулни. Вăрттăн тÿлеççĕ-и ăна е саккун ыйтнă пек-и - чылайăшне çакă пăшăрхантармасть. Çапла вăл шалăвăн чи пĕчĕк виçине официаллă майпа илет, ыттине - ытларах пайне - конвертпа. Пуçлăхшăн çакă меллĕ - налук сахал тÿлет. Чăннипе вара ĕçлекенĕн çулне нумай енчен пÿлет. Пĕтĕмĕшле ĕç укçине официаллă кăтартнă ?ĕç килĕшĕвĕн документĕнче% пулсан унăн малашлăхри пенсийĕ те пысăк пулĕччĕ, чирлесен, ĕçсĕр юлсан е пĕчĕк ачапа ларнăшăн паракан пособисене те ытларах илĕччĕ.

Ку çеç-и? Хваттер туянас, укçалла вĕренес тата пульницара сипленес пулсан та патшалăх çăмăллăхĕпе усă курса НДФЛ налукне каялла тавăраймасть. Банкра кредитпа тивĕçтермесен те пултараççĕ, лавккара та килĕшнĕ тавара кредит майĕпе туянаймасть тата ытти те.

Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен шалăвĕ пĕчĕккине пытармалла мар. Тĕслĕхрен, Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх - кăçалхи тăхăр уйăхра çак тытăмра тата сунарпа вăрман хуçалăхĕнче вăй хуракансен уйăхри вăтам ĕç укçи 14332 тенкĕ пулнă. Вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăшт пысăкрах ?112,9 процент%, анчах республикăн экономикинчи вăтам ĕç укçин виçин 68,8 проценчĕпе кăна танлашнă. Çав вăхăтра Чăваш Енри пĕтĕмĕшле ÿсĕм шайĕ 102,6 процента çитнĕ.

Аталанма май ытларах пултăр тесе-ши, уйрăмах фермерсем ĕçлекенсен шалăвне туллин кăтартасшăн мар, налук тÿлемелли суммăна чакарасшăн. Теприсем саккун ыйтнă пек çынпа ĕç килĕшĕвĕ туса ăна алă пусса çирĕплетесшĕн мар. Хуçалăх капла малалла кайĕ-и е çук-и - кăна вăхăт кăтартĕ. Анчах ертÿçĕ ĕçлекене пĕр кунпа çеç пурăнтарни куçкĕрет. Ăна ĕçченĕн шăпи сахал шухăшлаттарать.

Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Байрха Арманова кăçалхи 9 уйăхра страхлав взносĕ тÿленисен отчечĕсене тишкернĕ хыççăн çакна палăртнă: республикăри 59 предприятире уйăхри вăтам шалу чи пĕчĕк ĕç укçинчен те иртмест. Кунашкал суммăран страхлав взносĕ те сахал тÿленет, çавна май çыннăн пенсийĕ те пĕчĕк пулать.

Тĕрлĕ хаклав тăрăх - çĕршывра "вăрттăн" ĕç укçин сумми 40 процентран пысăк. Кун çинчен патшалăх шайĕнче уççăнах калаççĕ, ыйтăва татса пама майсем шыраççĕ.

Хамăр республикăра ку тĕлĕшпе ведомствăсемпе çыхăнса ĕçлекен комисси йĕркеленĕ. Унта налук инспекцийĕн, Пенси фончĕн, ĕç инспекцийĕн, право хуралĕн представителĕсем кĕнĕ. Анчах ĕç укçи тытăмĕнче йĕрке тума çакă та çителĕксĕр. Хăйĕн правине пăснине асăрхасан çыннăн çакăн çинчен яваплă органа пĕлтермелле. Ку тĕрĕслевçĕсен ĕçне те çăмăллатать, капла гражданин хăйне те хÿтĕлет. Ертÿçĕ ĕç правине пăснă тĕслĕхсем çинчен налук службине, прокуратурăна, ĕç инспекцине тата ытти органсене "хĕрÿ линин" телефонĕсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле. Пенси фончĕн республикăри уйрăмне 4-08-75 номерпе тухма пулать.

Пуçлăхсем ĕçлекенсемпе саккун ыйтнă пек килĕшÿ тунине республикăра вырăнсене тухсах тĕрĕслеççĕ. Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев палăртнă тăрăх - кăçалхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне ĕç килĕшĕвĕсĕр тăрăшнă 8864 çынна тупса палăртнă. Тĕрĕслевсем 3517 çынна саккун хушнă пек ĕçлеме май туса панă. Çавăнпа йĕркене пăсни çинчен каламалла, пĕлтермелле, шарламасăр тăмалла мар.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.