Пĕтĕм Раççей конкурсăн наградине – Чăваш Ене
27 Ноября, 2015 | Пенси

Кăçалхи юпа уйăхĕн 29-мĕ­шĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕнче Пĕтĕм Раççейĕн патшалăх секторĕнчи проект ĕçĕ-хĕлне професси тĕлĕшĕнчен йĕркелесе тăрас енĕпе ирттернĕ "Проектлă Олимп" конкурсĕн çĕнтерÿçисене палăртнă.

Ятарлă "РФ Пенси фончĕн тытăмĕнчи проект управленийĕ" номинацире пенси службин Чăваш Енри уйрăмне чысланă.

Пирĕн республикăра структурăна оптимизацилемелли проект ăнăçлă пурнăçланса пырать: управлени аппаратне чакарнипе пĕрлех ĕç тухăçлăхĕ ÿсет тата çынсем хăйсем пурăнакан вырăнта пулăшупа туллин усă курма пултараççĕ.

Чăваш хутлăхĕнче туса хатĕрленĕ оптимизаци проекчĕпе РФ Пенси фончĕн Крым Республикинчи тата Севастополь хулинчи уйрăмĕсене йĕркеленĕ чухне усă курнă.

Асăннă конкурса иккĕмĕш çул ирттереççĕ. Кăçал унта çĕршывăн 47 субĕекчĕ хутшăннă, 42-шĕ финала тухнă.

В.ИЛЬИНА.

В.ИЛЬИНА