Ялти ватăсен пенсийĕ хушăнать

Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн заместителĕ Лидия Борисова ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттеркен канашлура пĕлтерни — пин-пин çыншăн савăнăçлă хыпар. 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ялсенчи ватăсен пенсийĕ ÿсет. Çак йышăну ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ, ялта пурăнакан, ватлăха е инвалид пулнине кура пенсие кайнă май ниçта та ĕçлемен ватăсене пырса тивĕ. Хушăм – пенсин çирĕплетнĕ виçин 25% чухлĕ, вăтамран 1333 тенкĕпе танлашать.

Лидия Григорьевна каланă тăрăх, выльх-чĕрлĕх, пулă ĕрчетес, ÿсен-тăран çитĕнтерес енĕпе ĕçленĕ çынсен пенсийĕ пысăкланĕ. Хушма укçа илме ирĕк парканнисен шутĕнче — ял хуçалăхĕнчи çĕр-çĕр професси. Унсăр пуçне 1992 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен колхозсемпе совхозсенче тăрăшнисен стажне палăртнă чух вĕсем мĕнле должноçра ĕçленине те пăхмĕç. Ял хуçалăхĕнче ĕçленине çирĕплетме, пенси хушса тÿлемешкĕн заявлени çырма та кирлĕ мар — тивĕçлĕ тытăмсем çакна хăйсем тĕллĕнех тишкерсе палăртĕç, çынсен пенсине çĕнĕрен шутлĕç. Çапах хăшĕсем вăл е ку сăлтава пула сиксе юлсан ял хуçалăхĕнчи стажа хăйсем документсемпе çирĕплетме пултараççĕ. 2019 çулта çирĕплетрĕç тĕк — ырми канми ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ çынсене пысăкланнă пенсие çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнсах тÿлĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас