Комментари хушас

27 Раштав, 2019

Пенсионерсен тупăшне ÿстересси тĕпре пулĕ

2020 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пенси тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртекен федераци саккунĕсем тата норматив акчĕсем вăя кĕреççĕ. Çав улшăнусем çинчен паян РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева каласа кăтартрĕ.

Роза Алексеевна палăртнă тăрăх, килес çул та, кăçалхи пекех, пенсионерсен тупăшне ÿстерессине тĕпе хурĕç. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлемен песнионерсен страховани пенсийĕ 6,6 процент ÿсет. Ку улшăну 278 пин ытла пенсионера пырса тивĕ. Вĕсен пенсийĕ вăтамран 900 тенкĕ ытла ÿсĕ. Нарăсăн 1-мĕшĕнчен уйăхсерен паракан тÿлевсене тата федераци çăмăллăхçисен соцпакечĕ 3,8 процент хăпарать. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене 7 процент ÿстерме палăртнă. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланисене, ыттисене 10 пин тенкĕ парĕç. Ку тÿлеве парассине пĕлтĕр кĕртнĕ. Чăваш Енре хальхи вăхăтра çак тÿлеве илме пултаракан 400 ытла çын пурăнать.

Роза Кондратьева тата ЧР Ĕç инспекцийĕн ертÿçи Алексей Метелкин электрон ĕç кĕнекисемпе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕç. 2020 çултан предприяти-организаци ертÿçисем Пенси фондне ĕçченсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă информацие электрон мелĕпе пама пуçлĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.