Комментари хушас

27 Раштав, 2019

Асăрханăр: ултавçăсем!

Юридици пулăшăвĕпе тивĕçтерекен хăш-пĕр организаци граждансене Пенси фончĕн органĕсем валли пенси ÿстерме май пуррине шантарса суя çырусем хатĕрлеме пулăшать. Тĕслĕхрен, институтра вĕреннĕ çулсене стажа кĕртсен пенси хăпарать тесе ĕнентереççĕ. Вĕсен ĕçĕ вара йÿнĕ мар: вуншар пин тенкĕрен те иртет.

«Çав документсен нимĕнле юридици вăйĕ те çук, граждансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ мар вĕсем, — терĕ РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева паянхи пресс-конференцире. — Унта çырнине тĕпе хурса пенсисене ÿстерме çук. Ултавçăсене ĕненсе шар курнă çынсем укçине каялла тавăрассишĕн тăрăшаççĕ, анчах кăлăхах».

Сăмах май, Пенси фончĕн органĕсем кирек епле ыйтăва та тÿлевсĕр йышăнаççĕ, кирек кама та консультаципе тивĕçтереççĕ. Регионти контакт-центр телефонĕ: 8/8352/ 64-91-14.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: