Паян "Хыпар" издательство çуртĕнче пенси саккунĕпе "тÿрĕ лини" иртрĕ. Икĕ сехет вăхăтĕнче телефон самантлăха та шăпланмарĕ: пĕри хыççăн тепри шăнкăравларĕ.
Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп паллине пама йышăнса указ алă пуснă. Ун пирки вăл ĕç тăвакан влаç органĕсенче тата районсемпе хула администрацийĕсенче ĕçлекенсемпе паян ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ. Çак паллă амăшĕсен обществăри пĕлтерĕшне ÿстерме пулăшасса шанаççĕ.
Канаш районĕнчи Катек ялĕнче пурăнакан Алексеевсен çемйинче – ултă ача. Туслă йышра опекăна илнĕ хĕрачапа арçын ача кил ăшшине тупнă. Алевтина Климентьевнăпа Владимир Николаевич пилĕк ачана пурнăç парнеленĕ. 2010 çулта вĕсем Çĕр чăтайми пысăк хуйхă тÿссе ирттернĕ: вĕсен пилĕк çулти пепки шыва путса вилнĕ.